Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш Енре агроклассем уçнă

Чӑваш Енри кашни районтах агрокласс уçнӑ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Вӗсенче 500 яхӑн ача пӗлӳ илет иккен. Шкул пӗтернӗ хыççӑн çамрӑксем хуласене тухса каяççӗ те унтах юлаççӗ, ял хуçалӑх енӗпе диплом илнисен йышӗнче те тӑван тӑрӑхне таврӑнакан питӗ сахал. Юлашки вунӑçуллӑхра ку çивӗч ыйтусем кӑларса тӑратрӗ. Çак сӑлтавпах иртнӗ...

Чӑваш Енри кашни районтах агрокласс уçнӑ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Вӗсенче 500 яхӑн ача пӗлӳ илет иккен.

Шкул пӗтернӗ хыççӑн çамрӑксем хуласене тухса каяççӗ те унтах юлаççӗ, ял хуçалӑх енӗпе диплом илнисен йышӗнче те тӑван тӑрӑхне таврӑнакан питӗ сахал. Юлашки вунӑçуллӑхра ку çивӗч ыйтусем кӑларса тӑратрӗ. Çак сӑлтавпах иртнӗ вӗренӳ çулӗнче Чӑваш Енри районсенче агроклассем уçнă.

Çапла майпа агрокласс йӗркелекенсем паянхи ял хуçӑлӑхӗнче чӗркуççи таран пылчӑк ашмалла маррине, фермӑсем те тислӗк айне пулманнине ӗнентересшӗн. Аграрисем тӑрӑшса ӗçлесен укçа тума пултарнине тӗслӗхсем урлӑ кӑтартса парасшӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев