Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш кӗнеке тӗнчи çӗнӗ романпа пуянланчӗ

Тăван çӗршывăн аслă вăрçинче фашистсене çӗнтернине кăçал çитмӗл иккӗмӗш хут палăртатпăр. Çак пысăк уяв тӗлне Чăваш кӗнеке издательстви чăваш литературине юратакансем валли çӗнӗ парне хатӗрлерӗ - Валерий Муравьевăн темиçе кӗнекерен тăракан «Çылăхлă арçын» романӗ пичетленчӗ. Вулакансем патне хальлӗхе романăн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнеки çитрӗ. В.В Муравьев (1946-2017) - паллă журналист, поэт,...

Тăван çӗршывăн аслă вăрçинче фашистсене çӗнтернине кăçал çитмӗл иккӗмӗш хут палăртатпăр. Çак пысăк уяв тӗлне Чăваш кӗнеке издательстви чăваш литературине юратакансем валли çӗнӗ парне хатӗрлерӗ - Валерий Муравьевăн темиçе кӗнекерен тăракан «Çылăхлă арçын» романӗ пичетленчӗ. Вулакансем патне хальлӗхе романăн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнеки çитрӗ.

В.В Муравьев (1946-2017) - паллă журналист, поэт, прозаик, таврапӗлӳçӗ. Вăл Етӗрне районӗнче çуралса ӳснӗ, унтах ӗçлесе пурăннă. Литература анине сăвăсемпе пырса кӗнӗ. Унтанпа нумай калав-повесть калăпланă, Етӗрне районӗн икӗ томран тăракан энциклопедине пухса хатӗрленӗ.

«Çылăхлă арçын» çыравçăн калăпăшлă ӗçсенчен пӗри. Унти ӗçсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тата ун хыççăнхи çулсенче чăваш ялӗнче пулса иртеççӗ. Тӗп сăнар, Федор Федорович Федоров, вăрçăран яла урине амантса таврăнать, апла пулин те тӳрех хӗрӳ ӗçе кӳлӗнет - ăна колхоза ертсе пыма шанаççӗ.

Анчах та фронтра кăна мар, ялта та хаяр çапăçу пырать иккен. Тăхăр вун виçӗ киллӗ Вăрманкасран вăрçа çӗр çитмӗл сакăр çын тухса кайнă. Вӗсенчен утмăл тăххăрăшӗ хаяр çапăçусенче паттăрсен вилӗмӗпе вилнӗ, вăтăрăшӗ хыпарсăр çухалнă. Фронтовиксем яла таврăнсан ял пурнăçӗ урăхларах йӗрпе кусма тытăнать. Çывăх çыннисене фронтран кӗтсе илнисем «çăмăлраххăн сывласа ячӗç, таврăнманнисен вара хуйхи пысăкланчӗ, кӗвӗçӳ туйăмӗ вăйланчӗ. Арçынсемшӗн кӗрешӳ, хирӗç тăру вăйланчӗ… Вăт çапла, халӗ фронт тени яла куçрӗ - куçа курăнман хаяр кӗрешӳ пуçланчӗ. Камшăн, мӗншӗн тетӗр-и? Арçыншăн. Арçын тутине кăшт та пулин тутанса пăхассишӗн. Вăрттăн-и унта е уççăн... Мӗнле май килӗ», - паллаштарать автор хайлаври лару-тăрупа.

Хӗветӗр вăрçа кайсан темиçе çул туслă çӳренӗ Клава унран ача çуратать. Ялта хăйне мăшăрланма ӗлкӗреймен хӗр кӗтсе пурăннине пӗле тăркачах каччă госпитальте сипленнӗ чух унти медсестрапа юрату авăрне лекет. Фронтран таврăнсан ăна Верук почтальонка ирӗклӗн утма памасть... «Мӗн пулнă ял хӗрарăмӗсене - ватти те, вӗтти те аташаççӗ? Арçынсемшӗн тунсăхласа çитнӗ-и? Анне килте Çеменпе ыталашса выртать, кунта тути хӗрринчен амăш сӗчӗ типме ӗлкӗреймен çап-çамрăк Верук маншăн ниçта кайса кӗреймест. Клава та…» - тӗлӗнет ӗнерхи салтак. Çитменнине тата яла госпитальти юратăвӗ - Белорусси хӗрӗ Марина хырăмпа килсе тухать… «Мӗн тумалла-ши? Кампа пурнăç çулӗпе пӗрле утмалла? Капла çылăха кӗрсе çӳресен çемье çавăрасси те пулмӗ...» - пăтранаççӗ Хӗветӗр пуçӗнче шухăшсем. Тӗрӗс çул çине мӗнле тухӗ-ши вăл?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев