Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш юрăçи çинче калмăк тумӗ

Эпир пурте кулленхи пурнăçра мӗнле-тӗр модăна пăхăнса тумланатпăр. Калăпăр, арçынсем европа пиншакне суйласа илеççӗ, каччăсем америка джинсине тăхăнма кăмăллаççӗ, е, юлашки вăхăтра чăваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуçланă финнсен свитерӗсене тăхăнса яраççӗ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккăсен толстовкисем те аптрамаççӗ. Тăратăнса тăракан çухаллă итальян кӗпине юратакансем те пур, начальниксем...


Эпир пурте кулленхи пурнăçра мӗнле-тӗр модăна пăхăнса тумланатпăр. Калăпăр, арçынсем европа пиншакне суйласа илеççӗ, каччăсем америка джинсине тăхăнма кăмăллаççӗ, е, юлашки вăхăтра чăваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуçланă финнсен свитерӗсене тăхăнса яраççӗ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккăсен толстовкисем те аптрамаççӗ. Тăратăнса тăракан çухаллă итальян кӗпине юратакансем те пур, начальниксем вара акăлчан галстукне ытларах çыхаççӗ. Кама мӗн килӗшет вӗт.
Чăваш эстрада çăлтăрӗ Алексей Шадриков юлашки концертра калмăк костӗмне тăхăннăччӗ. Эпир ăна малтан тутарăн тесе шутларăмăр та Алексей кӳршӗллӗ халăхăн тӗнне куçман-ши тесе интересленес терӗмӗр. Хăйӗнчен пырса ыйтсан, юрăç пире йăлтах ăнлантарса пачӗ. Вăл буддизма та, мăсăльман тӗнне те явăçман. Ку енӗпе унăн йăлтах йӗркеллӗ. Имиджмейкерсем ăна сцена валли çакăн пек костюм суйласа илме сӗннӗ. Ара, килӗшет пулсан, ма тăхăнмалла мар? Чăн та шăлаварпа галстук тӗрлекен чăваш модельерӗсенчен йăлăхнă пулмалла пирӗн артист.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев