Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш юрри вăл Тюменьте те чуна тыткăнлать

Çӗнӗ çул умӗн Тюмень тăрăхӗнчи чăвашсем валли Тюмень хулинчи «Строитель» Наци культурисен Культура керменӗ çумӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçи Надежда Николаевна Омельченко «Юрлакан чӗресем» концерт программи хатӗрленӗ. Тюмень чăвашӗсене хулари «Тăван», Горьковка ялӗнчи «Çеçпӗл» ансамбльсем тата «Ентешлӗх» наци культурин фончӗ пулăшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова юрă-ташăпа савăнтарнă. Çаплах хулари...

Çӗнӗ çул умӗн Тюмень тăрăхӗнчи чăвашсем валли Тюмень хулинчи «Строитель» Наци культурисен Культура керменӗ çумӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçи Надежда Николаевна Омельченко «Юрлакан чӗресем» концерт программи хатӗрленӗ.

Тюмень чăвашӗсене хулари «Тăван», Горьковка ялӗнчи «Çеçпӗл» ансамбльсем тата «Ентешлӗх» наци культурин фончӗ пулăшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова юрă-ташăпа савăнтарнă. Çаплах хулари «Казачата» ача-пăча ушкăнӗ те хăйӗн пултарулăхне кăтартса концерта илем кӳнӗ. Куракансем çаплах Наталья Славина çырнă юрăсемпе паллашнă. Ксения Кучкильдинова та хăйӗн уçă сассипе чăвашла юрăсем шăрантарнă. Мария Байкалова сăвăç вара пурне те Çӗнӗ çул уявӗпе саламласа хăйӗн сиввисене вуланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев