Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăвашсен «Любовь Орлови»

Хальхи чăвашсенчен нумайăшӗ чӗлхерен вăтанса пăрăнма, унăн культурине чухăн тесе хаклама пăхать. Нумай чухне пӗлӳ çителӗксӗррипе çыхăннă çакă. Тӗрӗссипе, чăваш халăхӗн культури те, историйӗ те çав тери пуян. Пирӗн хамăрăн çырулăх, литература, искусство. Калăпăр, тăван çӗршывăн Аслă вăрçичченех чăвашсен «Чăвашкино» киностудийӗ те пулнă. Пӗрремӗш чăваш киноактрисине Тани Юна вăл вăхăтри...

Хальхи чăвашсенчен нумайăшӗ чӗлхерен вăтанса пăрăнма, унăн культурине чухăн тесе хаклама пăхать. Нумай чухне пӗлӳ çителӗксӗррипе çыхăннă çакă. Тӗрӗссипе, чăваш халăхӗн культури те, историйӗ те çав тери пуян. Пирӗн хамăрăн çырулăх, литература, искусство. Калăпăр, тăван çӗршывăн Аслă вăрçичченех чăвашсен «Чăвашкино» киностудийӗ те пулнă. Пӗрремӗш чăваш киноактрисине Тани Юна вăл вăхăтри Совет киноçăлтăрӗпе Любовь Орловăпа танлаштарнă. Сăнӳкерчӗкне çӗршыври тата тӗнчери киножурналсен хуплашкисем çине кăларнă. Тани Юн «Чăвашкино» киностуди 1926-1932 çулсенче ӳкернӗ пӗрремӗш чăваш киновӗсенчи мӗнпур хӗрарăм рольне вылянăскер, вӗсенче чăваш хӗрарăмӗн характерӗн хăйне евӗрлӗхне туллин кăтартма пултарнă. Ăсталăхӗпе куракана тыткăнланă. Вăл ӳкерӗннӗ «Атăл пăлхавçисем», «Сарпике», «Хура юпа» фильмсене Европăпа Америка çӗршывӗсенче кăтартнă. Акă мӗнле çыннисемпе мăнаçланма пултарать чăваш!

Чăвашсен пӗрремӗш киноактриси çуралнăранпа çак кунсенче 115 çул çитрӗ. Тани Юна халалласа Шупашкарти Туслăх çуртӗнче апрелӗн 10-мӗшӗнче «Чурпай ялӗнчен актриса эпӗ» ятпа асăну каçӗ те иртнӗ. Унта ЧР Пашалăх Канашӗн Председателӗ В.Филимонов, ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗ К.Яковлев, Шупашкар хула ертӳçин çумӗ Н.Владимиров тата Тани Юнăн çывăх тăванӗ, пӗртăванӗн хӗрӗ Светлана Березкина поэтесса хутшăннă. (Сăнӳкерчӗк http:// gov.cap. ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев