Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чемпионат умӗн стадионра хӗрӳ

Тӗнче чемпионачӗ çывхарнă май, Хусанти футбол лигинче те вăйăсем хӗрӳленсе пыраççӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче «ЧНКА» та, «Сувар» та хăйсен лигисенче тӗлпулусем ирттерчӗç. Апрелӗн 29-мӗшӗнче «Тюнит» командăран 3:2 шутпа «хур курнă» хыççăн майăн 1-мӗшӗнче «Олимп» стадионра «ЧНКА» «Мирокон» командăпа вылярӗ. Чăвашсен саппасри вылякансен сакки пушăччӗ. Вăл кăна та мар, пӗр вылякан...

Тӗнче чемпионачӗ çывхарнă май, Хусанти футбол лигинче те вăйăсем хӗрӳленсе пыраççӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче «ЧНКА» та, «Сувар» та хăйсен лигисенче тӗлпулусем ирттерчӗç. Апрелӗн 29-мӗшӗнче «Тюнит» командăран 3:2 шутпа «хур курнă» хыççăн майăн 1-мӗшӗнче «Олимп» стадионра «ЧНКА» «Мирокон» командăпа вылярӗ. Чăвашсен саппасри вылякансен сакки пушăччӗ. Вăл кăна та мар, пӗр вылякан çитместчӗ те пирӗннисене. Çапла, канмалли кунсем дисциплинăна япăхлатаççӗ. Мӗн тăвăн, вăййа сиктернӗшӗн штраф парăнать, очкосем те пухаймастăн.

Хăйсем сахаллăн пулнăран часах ывăнассине пӗлсе «ЧНКА» футболисчӗсем тӳрех атакăна вирхӗнчӗç. Анчах та «хăвăрт гола» тӳрех кӗртсе пулмарӗ. Сахал йышлă командăн тапăнури хастарлăхӗ патне «Мирокон» выляканӗсем хатӗр марччӗ пулмалла, вӗсен оборони темиçе хутчен те пирӗн капитана ирттерсе ячӗ. Пирӗннисем сахаллăн пулнине кура «Мирокон» тапăну стратегине суйласа илни йăнăша çаврăнчӗ. Пӗрремӗш таймра 24 минут вылянă хыççăн Алексей Егоров хирӗç вылякансен хапхине гол тапса кӗртрӗ.

Тепӗр гол кӗрттерес мар тесе заводрисен пӗтӗмӗшле хăйсен хапхи патне чакма тиврӗ. Вăйă «Мирокон» енне куçсан пирӗннисен малалла тапса панă диагональлӗ передачисем тăтăшланчӗç. Анчах та пӗрремӗш тайм 0:1 шутпах вӗçленчӗ. Çак шут вăйă вӗçӗчченех тытăнса тăни «ЧНКА» командине ку матчра çӗнтерӳçе кăларчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев