Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Çӗнӗ президиумăн пӗрремӗш ларăвӗ

(Зоя Яковлева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче конгресăн Х Аслă Пухăвĕнче суйланă Мăн Канаш çирĕплетнĕ президиум тулли йышпа пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Кун йĕркинче Аслă Пуху ĕçне пĕтĕмлетесси, конгресăн комитечĕсене çĕнĕрен йĕркелесси, «Раççей чăваш пики-2017» конкурса хатĕрленесси тата ытти ыйтусем пулчĕç. Ларăва Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе пычĕ. Малтанах...

(Зоя Яковлева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче конгресăн Х Аслă Пухăвĕнче суйланă Мăн Канаш çирĕплетнĕ президиум тулли йышпа пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ.

Кун йĕркинче Аслă Пуху ĕçне пĕтĕмлетесси, конгресăн комитечĕсене çĕнĕрен йĕркелесси, «Раççей чăваш пики-2017» конкурса хатĕрленесси тата ытти ыйтусем пулчĕç.

Ларăва Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе пычĕ.

Малтанах вăл президиум пайташĕсене яваплă Аслă Пухăва çӳллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшса вăй хунăшăн тав турӗ. Валерий Клементьев президента регионсемпе ĕçлеме пулăшса пырĕ, Петр Ивантаев - йĕркелӳ енĕпе, Олег Мустаев - массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен, Владимир Тяпкин - экономикăпа тата ентешлĕхсемпе ĕçлекен, Анатолий Ухтияров вара право тата саккун енĕпе яваплă пулăшуçи пулĕç.

Николай Федорович сĕннипе президиум пайташĕсем пурĕ 14 комитет çирĕплетрĕç. Малтан 12 комитет пулнă пулсан, халĕ Экологипе çунçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тата Наука комитетне уйрăммăн туса хучĕç (унччен Вĕренӳпе наука комитечĕ пулнă). Ларура президиум пайташĕсенчен комитетсен ертӳçисене суйларĕç, кунтах сĕннĕ комитетсен пайташĕсен кандидатурисене кашнине уйрăммăн тишкерсе пăхса тухрĕç.

Виталий Иванов ăсчах ЧНК комитечĕсен çапах та конгресс тĕп тĕллевне, унăн идеине манмалла маррине, министерствăсен ĕçне кĕрсе каймалла маррине аса илтерчĕ. Кашни çĕрте чăвашлăх сĕмĕ пулмаллине каларĕ.

Николай Угаслов президент сывă наци тата физкультурăпа спорт комитечĕсен ĕçĕсене вăйлатма, ку енĕпе республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăнма сĕнчĕ.

Вĕренӳ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров çĕнĕрен суйланнă комитет ертӳçисене çитес çулхи ĕç планĕнче пирĕн Аслă вĕрентекен И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине шута илмеллине аса илтерчĕ.

Олег Мустаев вице-президент регионсенчи наципе культура автономийĕсен ĕç планĕсене ЧНК ĕç-хĕлĕпе килĕшӳллĕн хатĕрлемеллине, мероприятисем пĕр вăхăтра иртни унта хутшăнма чăрмантарни пирки каларĕ.

Пĕрремĕш вице-президент Валерий Клементьев ĕç планĕсене раштавăн 1-мĕшĕччен ярса пама, 15-мĕшĕччен çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Вăлах иккĕмĕш ыйтăва - «Раççей чăваш пики» конкурса хатĕрленес ĕç мĕнле пынине уçăмлатрĕ.

- Кăçал ку конкурс Шупашкарти культурăпа ӳнер институтĕнче иртет. Регионсемпе районсене конкурс йĕркине ярса панă, чылай наципе культура автономийĕ хутшăнас кăмăллине пĕлтерчĕç, - терĕ Валерий Леонидович. Йĕркелӳ комитечĕ ку ĕçпе хастар ĕçленине палăртрĕ вăл.

Ларура президиум пайташĕсем ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç, сӳтсе яврĕç

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев