Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Çӗр сехечӗ

Мартăн 25-мӗшӗнче тӗнчери чи паллă «Çӗр сехечӗ - 2017» экологи акцийӗ пулать. Вăл 20:30 сехетре пуçланса 21:30 сехетчен пырать. Кăçалхи акцин теми этем çутçанталăкшăн яваплă пулни. Унта сăмах çынсем хăйсен тавралăхне мӗнле улăштарни, çакă мӗн патне илсе çитерме пултарасси пирки пырӗ. Темăна кура акцин слоганӗ те уçăмлă: «Хăвна улăштар, планетăна...

Мартăн 25-мӗшӗнче тӗнчери чи паллă «Çӗр сехечӗ - 2017» экологи акцийӗ пулать. Вăл 20:30 сехетре пуçланса 21:30 сехетчен пырать. Кăçалхи акцин теми этем çутçанталăкшăн яваплă пулни. Унта сăмах çынсем хăйсен тавралăхне мӗнле улăштарни, çакă мӗн патне илсе çитерме пултарасси пирки пырӗ. Темăна кура акцин слоганӗ те уçăмлă: «Хăвна улăштар, планетăна мар!»

Аса илтеретпӗр, акци кашни çул мартăн юлашки шăматкунӗнче иртет. Пӗлтӗр унта 172 çӗршыври 2 миллиард çын хутшăннă. Раççейре те тӗрлӗ хулари 20 миллиона яхăн çын тӗрев панă. Хусанта, тӗслхрен, «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникăн, ТР Министрсен кабинечӗн, ТР Патшалăх Канашӗн, ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин çурчӗсен çуттисене сӳнтернӗ. Хусан мэрийӗ те хутшăнмасăр юлман, вăл район администрацисен çурчӗсен тата Хусан Ратушин çуттисене вăхăтлăха сӳнтернӗ.

Кăçал та тӗнчери мӗнпур çынна çак акцие хутшăнса çутта тата электроприборсене пӗр сехетлӗхе сӳнтерме чӗнсе калаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев