Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Çуллахи каç çинчен çӗнӗ сăвă

Пирӗн яланхи вулаканăмăр, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районӗнчи Карапай-Шăмăршă ялӗнче пурăнакан Эдуард СЕМЕНОВ, «Сувар» хаçатра илемлӗ сăвăсен авторӗ пек палăрчӗ. Акă унăн нумай пулмасть çырнă сăввисенчен пӗри. Çулахи каç Каç та пулнă. Çăлтăрсем çунаççӗ, Уйăх та вăтаннăн ав пăхать... Çамрăксем клуба кайма васкаççӗ, Ял ӗмӗрӗ те пӗрре пулать. Тăван ялăм ыйхă...

Пирӗн яланхи вулаканăмăр, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районӗнчи Карапай-Шăмăршă ялӗнче пурăнакан Эдуард СЕМЕНОВ, «Сувар» хаçатра илемлӗ сăвăсен авторӗ пек палăрчӗ. Акă унăн нумай пулмасть çырнă сăввисенчен пӗри. Çулахи каç Каç та пулнă. Çăлтăрсем çунаççӗ, Уйăх та вăтаннăн ав пăхать... Çамрăксем клуба кайма васкаççӗ, Ял ӗмӗрӗ те пӗрре пулать. Тăван ялăм ыйхă ăшне путнă, Ӗç тени, паллах, ывăнтарать... Ăшă каç вăл пархатарлă, чунлă, Яш каччă чипер хӗрпе утать... Шăпчăксен юрри епле илемлӗ, Пурăнас килет хаш сывласа... Çӗнӗ ир килет, ăна кӗтетпӗр Пӗтӗм кăмăлтан хавасланса. Çуллахи каçсем, эсир мӗн-ма-ши Пит хăвăрт шăватăр? Кăшт тăхтар... Саркайăк юрлать, çумра юлташӗ, Юмахри пек ырă пархатар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев