Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эпир ăсатрăмăр. Эсир?

Çăварни эрнин юлашки кунӗсем республикăра яланхи пекех питӗ хаваслă иртрӗç. Кашни хула-район шăматкунпа вырсарникун хӗле ăсатрӗ. Çанталăкӗ те заказпа пулчӗ тейӗн, хӗвеллӗ те уяр тăчӗ. Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел Культура çурчӗ вара шăматкун та, вырсарникун та вӗлле хурчӗ пекех кӗрлерӗ. Шăмакун халăх пултарулăх отчетне курма килчӗ, вырсарникун вара Çăварние, хӗле...

Çăварни эрнин юлашки кунӗсем республикăра яланхи пекех питӗ хаваслă иртрӗç. Кашни хула-район шăматкунпа вырсарникун хӗле ăсатрӗ. Çанталăкӗ те заказпа пулчӗ тейӗн, хӗвеллӗ те уяр тăчӗ. Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел Культура çурчӗ вара шăматкун та, вырсарникун та вӗлле хурчӗ пекех кӗрлерӗ. Шăмакун халăх пултарулăх отчетне курма килчӗ, вырсарникун вара Çăварние, хӗле ăсатма. Кивӳселсен уяв сăри шăматкун кăнтăрла хыççăнах кăпăкланса ларатчӗ ӗнтӗ, икерчӗ чусти те хăпарса пыратчӗ. Эх, Аксу чăвашӗсемпе пӗрле катаччи чупса уявлама кăна май пулмарӗ, Хусана таврăнма тиврӗ. Анчах та аксусем савăнăçлă кăмăл-туйăмӗпе, оптимизмӗпе пире те «чирлетсе» ячӗç. Çавна курах-тăр, паян килте пӗрре те ларас килмерӗ, юлташсемпе, тăвансемпе пӗрле Хусанти «Хӗвел» ача-пăча кану базинче «Оргсинтез» предприяти ирттерекен Çăварни уявне çул тытрăмăр. Халăхпа пӗрле савăнтăмăр, ташларăмăр, тутлă икерчӗ те тутантăмăр, юлашкинчен вара улăм катемпие çунтартăмăр. Эпир, хусансем, хӗле çапла ăсатрăмăр. Эсир вара? Хисеплӗ юлташсем, тăвансем, Çăварние хăвăр мӗнле ăсатнине пире те пӗлтерӗр.

Авалхи йăлапа паян каçару ыйтмалли кун, каçарăр пире, эпир те сире каçаратпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев