Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эрнелӗх гороскоп 01.05 – 07.05

ТАКА 21.III - 20.IV Çăлтăрсем ку эрне лайăх пуласса систереççӗ. Пуçлăх кăмăлне юрайсан ӗçре ырă улшăнусем пулӗç. Ӗçтешсемпе хутшăнусем те кăмăллă, хăш-пӗрисем усăллă паллашусем йӗркелӗç. Хутшăнусенче «хамăряллăхран» пăрăнмалла. Юратура та кӗтменлӗхсем пулӗç. Çулӗсемпе аслă тăванăрсем патне кайса килме тăрăшăр, юлташсем пирки те ан манăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Интереслӗ пулăмсем...

ТАКА 21.III - 20.IV

Çăлтăрсем ку эрне лайăх пуласса систереççӗ. Пуçлăх кăмăлне юрайсан ӗçре ырă улшăнусем пулӗç. Ӗçтешсемпе хутшăнусем те кăмăллă, хăш-пӗрисем усăллă паллашусем йӗркелӗç. Хутшăнусенче «хамăряллăхран» пăрăнмалла. Юратура та кӗтменлӗхсем пулӗç. Çулӗсемпе аслă тăванăрсем патне кайса килме тăрăшăр, юлташсем пирки те ан манăр.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Интереслӗ пулăмсем нумай пулӗç. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене татса пама, ӗçлӗ калаçусем йӗркелеме тивӗ. Хăвăра шанса тыткаласан питӗр хӗрелмӗ. Пуçлăх яваплă ӗç хушма е командировкăна яма пултарӗ. Çулçӳрев хаваслă пулӗ, паллашусем те нумай, мăшăрăр кăна ан кӗвӗçтӗрччӗ. Çемьере чее пулма тивӗ, киле вăхăтлă таврăнсан - каçарӗç.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Кăткăс, çапах интереслӗ тапхăр. Хăвăрта çитменлӗх ан шырăр, эсир робот мар - йăнăшма та пултаратăр. Творчествăра çитӗнӳсем пулӗç. Ытларах уçăлса çӳреме тăрăшăр. Çемьепе хутшăнусем лайăхланаççӗ. Нумайăшӗ хăвăртан килет, пур-çукшăнах тăвансене ан критиклӗр, çиллӗре ан кăларăр.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Лартнă тӗллевсене çăмăллăнах пурнăçлатăр. Йывăрлăхсем пулсан, юлташăрсенчен, ӗçтешӗрсенчен пулăшу ыйтăр, сăмахсăрах пулăшӗç. Тупăш та ӳсет, çапах пуçăра ан çухатăр, лавккана пӗччен ан кайăр - укçăра туххăмрах пӗтерме пултаратăр. Юратнă çынна ытларах тимлӗх уйăрăр, çывăх çынсем пирки те ан манăр.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнере хăюллă пулса кирлӗ ыйтусене татса пама яваплăх илмелле. Çăлтăрсем пулăшнипе йăнăшмастăр - эсир тӗрӗс çул çинче. Ӗçе çӗнӗлӗхсем кӗртсен çитӗнӳсем пулаççех. Харпăр пурнăçра улшăнусем çук, тăвансемпе хирӗçесрен асăрханăр. Юратнă çын çилленме пултарӗ, шăнкăравлама ан манăр.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Ытлашши сăпайлăх чăрмантарӗ çеç. Шăпа обществăра пысăк вырăн йышăнакансемпе паллаштарӗ, ку малашлăхшăн усăллă пулӗ. Ӗçри пуçарулăха пуçлăх асăрхатех, преми пама пултарӗ. Каччăсене хӗрсем, хӗрсене каччăсем асăрхаççӗ, çакăнпа усă курма тăрăшăр. Мăшăрсем пӗр-пӗрне кӗвӗçме пултараççӗ, хутшăнусене çӗнетмеллех.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрнере çӳлçӳревсем, мыскарасем илӗртеççӗ, анчах авантюрăсенчен сых­ланăр. Проблемăсем пирки манма пикника кайни те пулăшӗ. Ӗçри кичемлӗх тарăхтарӗ, командировкăна кайма сӗнсен килӗшӗр - кану та, паллашусем те пулӗç. Çапах ӗçре юратуллă хутшăнусем йӗркелеме кирлӗ мар, пӗлме пултарӗç.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çăлтăрсем ку кунсенче кил-çурта тирпейлеме сӗнеççӗ, ку кăткăс ыйтусене те татса пама çул кăтартӗ. Çынсене илтме, компромисс тупма пӗлӗр, хăвăра тӗрӗс тесе шутласан та. Кăмăллакансем хыççăн çӳресе тарăхтарсан та юрату пӗрремӗш вырăнта пулмӗ.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Лайăх эрне. Ăнăçу çумран ан кайтăр тесен савăнăçлă та çӗкленӳллӗ кăмăллă пулмалла. Çăмăлттай хăтланса авантюрăсене хăвăр та, тăванăрсене те ан хутшăнтарăр. Интереслӗ çулçӳревсем, шăпаллă тӗлпулусем пулӗç. Çапах та Купидон алхасма юратнине асра тытăр, вăл сире хăвăра юрăхлă мар çынпа пӗрлештерме те пултарӗ.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Шалти сасса итлесен эрне лайăх иртсе кайӗ. Проблемăсем нумай тесе ан ӳпкелешӗр - вăл пурин те пур. Фитнес цент­ра çӳреме пуçлани усăллă пулӗ. Юратнă çын эсир каланипе пуринпе те килӗшӗ, мӗн хушнине пурнăçлӗ. Çемьене уяв йӗркелесе савăнтарни усăллă пулӗ, хутшăнусем лайăхланӗç.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Тухăçлă вăхăт. Çăлтăрсем сюрпризсем йышлă пуласса систереççӗ, лару-тăру тимлӗхрен тухсан, айăплисене ан шырăр. Профессилле ӳсӗмшӗн ырă тапхăр, психологипе литература вулани ӗçлӗ калаçусенче пулăшӗ. Юратуллă хутшăнусем тӗлӗнтерӗç, тăвансемпе тӗлпулусем те интереслӗ пулӗç.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Шăпа ырă та пархатарлă пулӗ. Çитӗ­нӳсемпе мухтанмасăр савăнма пӗлӗр. Ӗçри лару-тăру çав тери ырă, маларах хăратнă ӗçсене те çăмăллăнах пурнăçлатăр. Юратура романтика нумай, эрне мыскарасемпе пуян.Çапах çемье валли те вăхăт тупма пӗлӗр, уйрăмах ачасемпе выляма.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев