Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эрнелӗх гороскоп 22.05 – 28.05

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере тăвансемпе, кӳршӗсемпе курса калаçас килӗ. Камăн-тăр харпăр проблемисене татса парас çӗре хутшăнма тивӗ. Интереслӗ çынпа паллашатăр. Хут ӗçӗсен пӗлтерӗшӗ ӳсет, лайăх хыпар илетӗр. Мăшăрпа укçа-тенкӗ пирки вăрçăнма пултаратăр, партнерсем те парăмсене тӳлесе татма васкамаççӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Кӗтмен çӗртен укçа кӗрет, уйрăмах вăрттăн...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере тăвансемпе, кӳршӗсемпе курса калаçас килӗ. Камăн-тăр харпăр проблемисене татса парас çӗре хутшăнма тивӗ. Интереслӗ çынпа паллашатăр. Хут ӗçӗсен пӗлтерӗшӗ ӳсет, лайăх хыпар илетӗр. Мăшăрпа укçа-тенкӗ пирки вăрçăнма пултаратăр, партнерсем те парăмсене тӳлесе татма васкамаççӗ.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Кӗтмен çӗртен укçа кӗрет, уйрăмах вăрттăн хӳтӗлекенӗсем пуррисен. Тӗшмӗш патне интерес ӳсет, уйрăмах оккультлă наука кăсăклантарӗ. Гимнастикăпа е йогăпа аппаланни сывлăхшăн усăллă пулӗ. Эрне варринче хаклă япала тупма пултаратăр. Ӗç енӗпе ирӗклӗн хуçаланма чăрмавсем пулӗç, ӗçтешсемпе ăнланулăх тупма йывăр.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере юлташсен пӗлтерӗшӗ ӳсет, хумхантаракан ыйтусене вӗсемпе сӳтсе яватăр е хăвăра кама та пулин пулăшма тивет. Ӗмӗтленме, плансем тума, ыркăмăллăхшăн лайăх вăхăт. Сирӗн шухăшăрсемпе килӗшеççӗ. Япăх лару-тăрăва çакланас мар тесен, пӗлнӗ-пӗлмен е вăрттăн мероприятисене ан çӳрӗр.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Çак тапхăрта тӗллевсене пурнăçлас тесен çавра çулсем шырамалла. Чăрмав­сем нумай пулӗç. Тавçăруллăрах пулсан ăнăçу сирӗн енче пулӗ. Ӗçсем хăвăршăн усăпа вӗçленччӗр тесен, çынсене систермесӗр хăтланмалла. Ашшӗ-амăшсемпе ачисем хушшинче ăнлану тупма йывăр пулӗ. Хăш-пӗри килтен кайма та шутлӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнере вӗренӳ, хăйне евӗр шутлакан çынсем патне туртăнатăр, интереслӗ çынсемпе паллашатăр, хăш-пӗри ют çӗршывран та пулма пултарать. Çулçӳреве тухма пултаратăр. Çапах та массăллă мероприятисенчен, влаçра тăракан çынсенчен пăрăнма тăрăшăр.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Çак тапхăрта харпăр интерессене хăюллăн палăртатăр. Нумайăшӗ професси енӗпе ӳсӗ. Социаллă вырăнпа хăвăртан çӳллӗрех çынпа хутшăнусем йӗркелеме пултаратăр. Хăвăртан кӗтмен япаласем тăватăр. Мăшăрсен хутшăнăвӗсем çирӗп. Укçа-тенкӗ ӗçӗсем ăнаççӗ, парăмсене тавăрса парӗç. Бизнесменсен çула тухмалла мар.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Арлă-арăмлă хутшăнусемшӗн çав тери лайăх эрне, енчен те маларах ăнланманлăхсем пулнă-тăк - халӗ татса паратăр. Юридиципе çыхăннă тавлашусем те ăнăçлă вӗçленеççӗ. Ют çын проблемисене татса панă çӗре хутшăнни усăллă çыхăнусем йӗркелеме пулăшӗ. Теветкеллӗ лару-тăрăва çакланасран асăрханăр - сыв­лăхăра упрăр.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çăлтăрсем ытларах сывлăх пирки шутлама сӗнеççӗ. Шала кайнă чире сиплессипе çӗнӗ меслетсемпе паллашатăр. Кил-çурта тирпейлени кăмăлăра çӗклӗ. Хăш-пӗрисем кӗтмен çӗртен ӗçре роман пуçарма пултараççӗ. Мăшăрсен ăнланулăх пулмӗ.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере пуçӗпех юратăва кӗрсе ӳкетӗр. Çак тапхăрта мăшăрланма шутланисен шучӗ ӳсет. Тахçанах арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем те çӗнӗлӗхпе тулаççӗ. Туй тума лайăх вăхăт. Çемьеллисене ачисем савăнтараççӗ. Творчествăлла пултарулăх ӳсет. Ыраттарасран, аманасран асăрханмалла.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Çак тапхăрта килпе ӗç хушшинче ăшталанатăр, ӗç нумай. Çапах мӗнпур ӗçе вăхăтра пурнăçлатăр, тухăçлă эрне. Сывлăха çирӗплетмешкӗн усăллă вăхăт. Кану мероприятийӗсене çитес эрнене хăварсан лайăхрах пулӗ. Юратура вара шăп.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Пӗчченнисемшӗн романтикăлла тап­хăр. Хăвăр интереслӗ пулнипе çынсемпе çăмăллăн хутшăнатăр. Пӗр вăхăтрах темиçе çынпа тӗлпулусене çӳреме пултаратăр, юратуллă хутшăнусенчен ытларах интрига, флирт кăсăклантарать. Хăшӗсем çулçӳреве тухӗç. Çемьеллисене ачасемпе пӗр-пӗр мероприятие кайни усă кӳрӗ.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере çемье ыйтăвӗсене татса пама тивет. Çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене татса памалла, çитӗнӳсем пулаççӗ. Тупăш ӳсни çемьери хутшăнусене те лайăхлатӗ. Пахчапа сад, куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Автомобилистсен руль умне ларма асăрханмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев