Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Футбол. «ЧНКАна» кăшт кăна ăнăçу кирлӗччӗ

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнере «Динамо» стадионра «ЧНКА» «Перцы» командăпа тӗл пулмаллаччӗ. Анчах та унта ТР Шалти ӗçсен министерстви мероприяти ирттернипе вăййа куçарчӗç. Октябрӗн 7-мӗшӗнче «ЧНКА» футбол команди «Динамо» стадионра каçхине 20.00 сехетре «Спарта-2» командăпа вылярӗ. Куракансен хушшинче пирӗн команда майлисем хирӗç вылякансеннинчен нумайтарахчӗ, çавăнпа та трибунăсем çинчи инициативăна...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнере «Динамо» стадионра «ЧНКА» «Перцы» командăпа тӗл пулмаллаччӗ. Анчах та унта ТР Шалти ӗçсен министерстви мероприяти ирттернипе вăййа куçарчӗç. Октябрӗн 7-мӗшӗнче «ЧНКА» футбол команди «Динамо» стадионра каçхине 20.00 сехетре «Спарта-2» командăпа вылярӗ.

Куракансен хушшинче пирӗн команда майлисем хирӗç вылякансеннинчен нумайтарахчӗ, çавăнпа та трибунăсем çинчи инициативăна «ЧНКА» хăй аллине ярса илчӗ теме пулать. Анчах та выляв площадкинче урăхларах ӳкерчӗк пулчӗ. Вăйă пуçламăшӗнчех «Спарта-2» выляканӗсем пирӗннисене варринчен «хӗссе кăларма» тытăнчӗç. Кун пек чухне асăрханса хамăр хапха енне чакма тивет. Çакă мечӗке тӗллесе тапма майсем туса парать. Каçкӳлӗм инçетрен тапнисем вара хуть те хăш голкипершăн та хăрушлăх. Апла пулин те Васиков вратарь шанчăклă пулчӗ.

Пысăк опытлă футболистсене хирӗç вылянипе-ши, мечӗке тытайманнипе-ши, пирӗн хăш-пӗр вылякансем площадкăра хăйсен вырăнне çухата пуçларӗç. 9 çул ăсталăхне туптакан «Спарта-2» вара çине-çине атакăсем йӗркелерӗ. Фолсем туса çеç малтанхи вăхăтри хăш-пӗр тапăнусене чарма пултарчӗç пирӗннисем. Ку, паллах, сарă карточкăсем патне илсе çитерет. «ЧНКА» командин хӳтӗлекенӗсем Зияровпа Леонтьев тивӗçрӗç вӗсене, унтан Рыбаков çурма хӳтӗлекен те «горчичник» илчӗ.

Анчах çакă та пирӗн хапхана голран сыхласа хăвараймарӗ. Пӗрремӗш таймăн 30-мӗш минутӗнче «Спарта-2» тапăнаканӗ Матвеичев мечӗке кӗтмен çӗртен тӗллесе тапнине никам та хатӗр марччӗ ахăр, çав шутра Васиков та. 1:0 шут «Спарта-2» командăна мала кăларчӗ. «ЧНКА» флангсенчи 2 çурма хӳтӗлекене улăштарчӗ. Тин çеç площадкăна тухнă Михайлов пирӗн контратакăна ăнăçлăн вӗçлерӗ, вăл «Спарта-2» хапхин сылтăм енчен сулахай енне тапса кăларнă мечӗке кирлӗ енне тапма ӗлкӗрчӗ - 1:1: Çакă вăййăн 40-мӗш минутӗнче пулса иртрӗ.

Кану тăхтавӗнче «ЧНКА» футболисчӗсем вăйăри йăнăшсене пăхса тухрӗç. Çитменлӗхсен шутӗнче варринче вылякансемпе тапăнакансен хушшинчи хушăк ытла пысăк пулнăран пассем тӗл çитмеççӗ. Çакă пирӗн контратакăсене татать. Сӗнӳ паракансен хушшинче Хусанти ЧНКЦ ертӳçине В.Казакова, Алексеевски районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине Г.Федорова курма пулчӗ.

Трибунăсем çинче хавхалантаракансем «ЧНКА» гол кӗртнӗ хыççăн хытăрах шавлама пуçларӗç. Анчах иккӗмӗш таймра, пирӗннисем тăтăшах хăватлă атакăсем йӗркелерӗç пулсан та, гол кӗртеймерӗç. «Спарта-2» вăййи вара мечӗке айккине тапса кăларассинче е фол тăвассинче тӗвӗленчӗ. Сивакопа Кулешов сарă карточкăсем «туянчӗç». Нумай çӗрте вӗсен голкиперӗ шанчăклă вылярӗ.

Кăштах кăна ăнăçу çитмерӗ пирӗн тапăнакансене ку вăйăра. Ыран, октябрӗн 14-мӗшӗнче, 11.00 сехетре «ЧНКА» «Феникс» командăпа «Динамо» стадионра тӗл пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев