Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Çамрăксен фестивальне 40-рисем те хутшăнаççӗ

Чăваш наци конгресӗ пуçарса янă пултарулăх конкурсӗн пӗрремӗш тапхăрӗ кăçал февраль уйăхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа март уйăхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Ку вăл Чăваш Республикинчи районсенчи, Раççей регионӗсенчи конкурссем. Унта çӗнтерсе мала тухнисем вара март уйăхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти культурăпа ӳнер институчӗнче 11 сехетре иртекен иккӗмӗш тапхăрта хăйсен юрлас ăсталăхне кăтартӗç. Иккӗмӗш тапхăрта çӗнтернӗ...

Чăваш наци конгресӗ пуçарса янă пултарулăх конкурсӗн пӗрремӗш тапхăрӗ кăçал февраль уйăхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа март уйăхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Ку вăл Чăваш Республикинчи районсенчи, Раççей регионӗсенчи конкурссем. Унта çӗнтерсе мала тухнисем вара март уйăхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти культурăпа ӳнер институчӗнче 11 сехетре иртекен иккӗмӗш тапхăрта хăйсен юрлас ăсталăхне кăтартӗç.

Иккӗмӗш тапхăрта çӗнтернӗ яшсемпе хӗрсем çав кунах Гала-концерта хутшăнӗç.

Ытти çулхипе танлаштарсан, кăçалхи фестиваль-конкурса 15 çултан пуçласа 40 çула çитнисем таран хутшăнма пултараççӗ. Паллах, «Кӗмӗл сасă» фестивалӗн иккӗмӗш тапхăрӗнче чăваш чӗлхине пӗлекен, юрлама ăста, сцена çинче хăйне илемлӗ те тирпейлӗ тытма пӗлекен, конкурсăн пӗрремӗш тапхăрӗнче çӗнтернӗ çамрăксем пулӗç. Пӗрремӗш тапхăра лекес кăмăллă çамрăксен Чăваш Республикин районӗсенчи е хуласенчи администрацисене е унти ЧНК уйрăмӗсене каймалла. Раççей регионӗсенче пурăнакан çамрăксен вара вырăнти чăваш наципе культура автономийӗсен ертçисемпе çыхăнмалла.

Ăмăртăва хутшăнас тесен 4 минутран ытла мар пыракан икӗ произведени хатӗрлемелле: 1. эстрада юрри (поп, джаз, рок-композици);

2. шайӗпе тивӗçтермелле илемлетнӗ халăх юрри.

Конкурсăн иккӗмӗш тапхăрне хутшăнакан яшсемпе хӗрсен пуш уйăхӗн 20-мӗшӗччен Чăваш наци конгресӗн congress21@mail.ru адресӗпе ыйтса çырса ямалла. Фестиваль-конкурс положенине тата заявка формине ЧНК сайтӗнчи менюра «Документсем» уйрăмра уçласа илме пулать. Унтах тӗплӗ информаци тупăр.

Фестиваль-конкурс йӗркелекен комитет адресӗ:

Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10-мӗш çурт,

Чăваш наци конгресӗ

тел.: 8-917-670-18-21.

E-mail: congress21@mail.ru

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев