Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ура! Хӗл Мучи Хусана килчӗ

( Ирина Трифонова). Декабрь уйăхӗн юлашки эрнине татăклăнах ёлка эрни тесе калама пулать. Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăвашсемшӗн вăл декабрӗн 27-мӗшӗнче иртрӗ. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ кăçал ăна автономин ӗçне ак тивлă хутшăнакансен ачисем валли йӗркеленӗ. ёлка сценарийӗ кăçал çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерчӗ. Проект авторӗ Культура институчӗн студентки Анастасия Павлова Çӗнӗ çул халапне çитес...

( Ирина Трифонова). Декабрь уйăхӗн юлашки эрнине татăклăнах ёлка эрни тесе калама пулать. Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăвашсемшӗн вăл декабрӗн 27-мӗшӗнче иртрӗ. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗ кăçал ăна автономин ӗçне ак тивлă хутшăнакансен ачисем валли йӗркеленӗ. ёлка сценарийӗ кăçал çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерчӗ. Проект авторӗ Культура институчӗн студентки Анастасия Павлова Çӗнӗ çул халапне çитес çулăн символӗпе - йытă сăнарӗпе çыхăнтарнă. Пӗчӗкскерсем «Щенячий патруль» мультфильмри юратнă сăнарсене хапăл туса йышăнчӗç, хаваспах уява хутшăнчӗç. Хӗл Мучие сăвăсем каласа пачӗç, юрă юрларӗç. Пурӗ 35 чăваш ачи пуçтарăнса килнӗ ёлкăна. Хӗл Мучи сăнарне ку хутӗнче «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ертӳçи, композитор Алексей Наумов, Юр пикене Светлана Гордеева ӗненмелле вылярӗç. «Аталан» пӗрлешӗвӗн çамрăкӗсем пурте активлă хутшăнчӗç мероприятие. Ӗлка вӗçленсен кашнине пылак парнесем валеçсе пачӗç. Çак ӗçе кăçал ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов хăй çине илнӗ. (Чăваш елкин сăнӳкерчӗкӗсем https://vk.com/albums-117937215_2501818182 сайтра ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев