Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Искусствăн чикки çук

Февралӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Тутар патшалăх филармонийӗнче Тутарстанри халăхсен Туслăх Çурчӗн «МираS» инструмент ансамблӗ 10 çулхи юбилейне палăртрӗ. Çак кун вӗсемпе пӗрле ăçта кăна пулмарăмăр-ши? Тӗнчери халăхсен музыкипе инçетри çӗршывсене - Корейăна, Китая, Америкăна, Азербайджанпа Армение, Бразилири Рио-де-Жанейро таранах çитрӗмӗр. «МираS» ансамбль тутар халăх кӗввисене каланисӗр пуçне ытти халăхсенне те уйăрса...

Февралӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Тутар патшалăх филармонийӗнче Тутарстанри халăхсен Туслăх Çурчӗн «МираS» инструмент ансамблӗ 10 çулхи юбилейне палăртрӗ. Çак кун вӗсемпе пӗрле ăçта кăна пулмарăмăр-ши? Тӗнчери халăхсен музыкипе инçетри çӗршывсене - Корейăна, Китая, Америкăна, Азербайджанпа Армение, Бразилири Рио-де-Жанейро таранах çитрӗмӗр. «МираS» ансамбль тутар халăх кӗввисене каланисӗр пуçне ытти халăхсенне те уйăрса хăварманни музыка искусствинче чикӗ çуккине, гуманизм идейисене этем патне унран лайăхрах çитерекенни урăх çуккине тепӗр хут çирӗплетрӗ.

Ансамбле юбилейпе саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан халăхсен Ассамблейин Канаш Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов пычӗç.
«МираS» инструмент ансамблӗ чăннипех Тутарстан халăхне хăй пултарулăхӗпе савăнтарать. Хам ятран эпӗ сире творчествăлла миссие тивӗçлӗн пурнăçласа пынишӗн, Тутарстан Республикин культура аталанăвне тӳпе хунăшăн тав тăватăп», - терӗ Фа­рид Мухаметшин ансамбле ТР Патшалăх Канашӗнчен Тав çырăвӗпе чысласа.
Ирек Шарипов хăй сăмахӗнче Санкт-Петербургпа Хусан хулисен Туслăх Çурчӗсем хушшинче çирӗплетнӗ килӗшӗве аса илчӗ. Тутарстан культурине хăтлама унта шăпах «МираSа» илсе кайнă пулнă. «Санкт-Петербургри пӗр Культура çуртӗнчи концерта хутшăнма тиврӗ. Шел те, эпир унта икӗ музыканта кăна, Андрей Касьяновпа Рустам Рахматуллина, илсе кайма пултартăмăр. Питӗрсене тӗлӗнтерме йывăр. Вăт унта вӗсем «Гляжу в озера синие» композицие выляса зала тӗлӗнтерчӗç, халăх пӗр çур минут пек шăп тăнă хыççăн хыттăн алă çупса тав турӗ. Çавăн чухне темиçе минута та пулин çӗршывăн культура тӗп хули Хусан пулса тăчӗ пулинех», - терӗ Ирек Шарипов. «МираS» ансамбле вăл ТР Культура министерствин Тав çырăвӗсемпе чысларӗ тата Туслăх Çурчӗ ятӗнчен костюмсем çӗлеме 50 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ.
Виçӗ сехете яхăн тăсăлнă концерт Тутарстан халăхӗсен культура еткерне туллин уçса пачӗ. «МираS» ансамбльпе пӗрле сце­на çине тутар, вырăс, çармăс, азербайджан, армени тата ытти наци артисчӗсем тухрӗç, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчӗç. Чăвашсенчен ку хутӗнче «Хусан чăвашӗсем» ушкăнри Елена Корсакова юрларӗ. Халăхăмăрăн культурине тивӗçлӗн кăтартнăшăн ăна пысăк тав. Куракансен кăмăлне те вăл килӗшрӗ, нумайччен алă çупса тав турӗç.
Пӗтӗмлетсе каласан, концерт çӳллӗ шайра иртрӗ, Раççейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ Айдар Файзрахманов ертсе пыракан Фольклор музыкин патшалăх ансамблӗ мӗне тăрать. «МираS» ансамбль кӗвӗ каланипе пӗрле артистсем чӗрӗ сасăпа юрлани чуна витерчӗ. Музыкăпа юрă тыткăнне лексе вăхăтлăха хамăр ăçта ларнине те манса кайрăмăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев