Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Киккириклӗ тритон

Киккириклӗ тритон (тритон гребенчатый) хӳреллисен отрядне, саламандрсен çемйине кӗрет. Çутçанталăкра питӗ сайра тӗл пулать, йышӗ чакса пырать. Хӗвеланăç Европăра 1979 çултанпа сыхлаççӗ. Вăтам Атăлçи çӗрӗнче Тутарстан, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчи Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Киккириклӗ тритон Ульяновск облаçӗнчи пур районта та пурăнать. Павловка, Радищево, Кăлаткăпуç районӗсенче вăрман хӗррисемпе çырмасенче тӗл пулать....

Киккириклӗ тритон (тритон гребенчатый) хӳреллисен отрядне, саламандрсен çемйине кӗрет.

Çутçанталăкра питӗ сайра тӗл пулать, йышӗ чакса пырать. Хӗвеланăç Европăра 1979 çултанпа сыхлаççӗ. Вăтам Атăлçи çӗрӗнче Тутарстан, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчи Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ.

Киккириклӗ тритон Ульяновск облаçӗнчи пур районта та пурăнать. Павловка, Радищево, Кăлаткăпуç районӗсенче вăрман хӗррисемпе çырмасенче тӗл пулать.

Киккириклӗ тритонсем 11-20 сантиметр вăрăмăш, тирӗ шултра шатраллă, хырăмӗ яка. Çурăмӗн тӗсӗ хура е хăмăр, хырăмӗ - хура çаврака пăнчăллă, хӗрлӗ сарă. Ами аçинчен пӗчӗкрех. Пуçӗ лаптак, мăйӗ кӗске, кӗлетки тулли те вăрăм. Хӳри кӗске. Аçин çурăмӗ çинче киккирик пур. Икӗ уйăх хушшинче 100-200 вăлча сапать.

Киккириклӗ тритон çутçанталăкра 12 çул пурăнать. Вăл ӳпкипе сывлать, çавăнпа та пурнăçӗн ытларах пайне çӗр çинче ирттерет. Йышне ӳстернӗ вăхăтра кăна шыва чăмать, кашни 15 минутран шывран пуçне кăларса сывлăш илет. Шывра лайăхах ишмест. Начар курать. Ӳчӗ наркăмăшлă шӗвек кăларать, çавăнпа ăна ытти чӗрчунсем сайра тытаççӗ. Пурнăçӗ ытларах каçпа тата çӗрле пуçланать. Кăнтăрла çулçăсемпе йывăçсен тымарӗсен айӗнче пытанать. Хурт-кăпшанкăпа, вӗсен çăмартисемпе тăранса пурăнать.

Ульяновск облаçӗнче çак калта евӗрлӗ чӗрчун октябрь уйăхӗн вӗçӗнче çывăрма выртать, кăшлакан чӗрчунсен шăтăкне йышăнать. Хăш чухне пӗр шăтăкра 20-30 тритон пухăнать.

Вӗсем апрель вӗçӗнче е май пуçламăшӗнче (сывлăш температури 9-10 градус ăшăнсан) вăранаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев