Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кулăш

Тахçан пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнă икӗ çын тӗл пулаççӗ. - Мӗнле пурăнатăн, Мирун? - ыйтать пӗри. - Питӗ лайăх, Ваççа. Пӗр кантурта генеральнăй директорта ӗçлетӗп, - мухтанать Мирун. - Апла мана ӗçе ил-ха хăвăн патна. - Пӗр сăмахсăр илетӗп. Аслă пӗлӳллӗ, 30 çула çитмен, акăлчан чӗлхине питӗ...

Тахçан пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнă икӗ çын тӗл пулаççӗ.

- Мӗнле пурăнатăн, Мирун? - ыйтать пӗри.

- Питӗ лайăх, Ваççа. Пӗр кантурта генеральнăй директорта ӗçлетӗп, - мухтанать Мирун.

- Апла мана ӗçе ил-ха хăвăн патна.

- Пӗр сăмахсăр илетӗп. Аслă пӗлӳллӗ, 30 çула çитмен, акăлчан чӗлхине питӗ лайăх пӗлекен арçын кирлӗ пире, килӗшетӗн-и?

- Епле интеллигентлă пăрса ятăн та эсӗ мана…

* * *

Кукша Кӗркури пасарта çӳ­ренӗ чухне Ахманей пӗр чи­кан­па шахматла вылянине курать. Йӗри-тавра ытти куштансем пуç­тарăнса тăнă.

- Чикансемпе шахматла вы­ля­ма юрамасть, - тесе хурать Кӗркури вăййа кăштах сăнаса тăнă хыççăн.

- Мӗншӗн тата? - тӗлӗнет Ахманей.

- Вӗсем самантрах лашасене вăрлаççӗ.

* * *

- Ку мӗнле чиперкке пулчӗ тата, паллаймарăм? Пирӗн ялта çав тери хитре хӗрарăм та пурăнать-и? - ыйтать Кукша Кӗркури пасарта хирӗç пулнă кӳршинчен.

- Епле паллаймарăн вара? Манăн кин Сăпани вӗт вăл. Улатимӗр ывăлăмпа райцентрта пурăнать, - ăнлантарать Ахманей.

- Калап çав, таçта курнă тесе. Епле чиперленсе кайнă. Улатимӗр тахçантанпах килте мар ахăр санăн?

- Çапла çав, Питӗре ӗçлеме кайнăччӗ, виçӗ уйăх иртрӗ ӗнтӗ, халӗ те килеймерӗ-ха. Эсӗ ăçтан пӗлетӗн вара Сăпани пӗччен пурăннине? - тӗлӗнет кӳрши.

- Упăшкинчен вăхăтлăха уйрăлни çеç хӗрарăма çав тери чиперлетсе яма пултарать, - каласа хучӗ тет Кукша.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев