Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кулăш

Чӳречерен урамалла пăхса тăракан упăшки сасартăк кăшкăрса ярать: - Кӗтерук, пăх-ха, ав, урампа кӳршӗ Ваççа юратакан хӗрарăм иртсе пырать! Арăмӗ чӳрече патне ыткăнать: - Ăçта? - Авă, чечеклӗ кӗпелли, подъезд умне çитрӗ! - Ухмах! Арăмӗ вӗт вăл! - Эпӗ мӗн тесе каларăм вара? * * * - Роза Матвеевна, эсир...

Чӳречерен урамалла пăхса тăракан упăшки сасартăк кăшкăрса ярать:

- Кӗтерук, пăх-ха, ав, урампа кӳршӗ Ваççа юратакан хӗрарăм иртсе пырать!

Арăмӗ чӳрече патне ыткăнать:

- Ăçта?

- Авă, чечеклӗ кӗпелли, подъезд умне çитрӗ!

- Ухмах! Арăмӗ вӗт вăл!

- Эпӗ мӗн тесе каларăм вара?

* * *

- Роза Матвеевна, эсир каçхине паян манпа апатланма кăмăл тумăр-ши?

- Хаваспах, Михаил Юрьевич.

- Апла каçхине саккăрта си­рӗн патăрта.

* * *

Тахçанхи икӗ хӗр-тантăш тӗл пулаççӗ. Пӗри:

- Ну, мӗнлерех пырать санăн çемье пурнăçӗ?

- Пушхирти миража аса илтерет.

- Еплерех тата вăл?

- Мираж мӗнне пӗлетӗн вӗт: кермен, пальмăсем, тӗвесем… Малтан кермен, унтан пальмăсем çухалаççӗ, юлашкинчен пӗр тӗвепе анчах тăрса юлатăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев