Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Линкка-линкка мар çав «Канаш» хаçат

Чӗмпӗр тăрăхӗнчи пӗртен-пӗр чăваш хаçатне «Канаша» хупса вырăсла кăларасшăн текен хыпар ӗнер интернетра сарăлчӗ. Çакăн тӗп сăлтавӗ - тираж пӗчӗкки-мӗн. Паллах, ку пӗрре те савăнтармасть. «Канаш» вăл - редакци коллективӗ кăна мар, область чăвашӗсен чунӗ. Ăна хупни Чӗмпӗр тăрăхӗнче пурăнакан 100 пин ытла йăхташа, Самар чăвашӗсем пекех, регион, унти чăвашсем...

Чӗмпӗр тăрăхӗнчи пӗртен-пӗр чăваш хаçатне «Канаша» хупса вырăсла кăларасшăн текен хыпар ӗнер интернетра сарăлчӗ. Çакăн тӗп сăлтавӗ - тираж пӗчӗкки-мӗн. Паллах, ку пӗрре те савăнтармасть. «Канаш» вăл - редакци коллективӗ кăна мар, область чăвашӗсен чунӗ. Ăна хупни Чӗмпӗр тăрăхӗнче пурăнакан 100 пин ытла йăхташа, Самар чăвашӗсем пекех, регион, унти чăвашсем мӗнле тата мӗнпе пурăнни çинчен хыпара тăван чӗлхепе вулама майсăр хăварнине пӗлтерет. Халăхшăн калама çук пысăк трагеди, капашсăр пысăк çухату.

Кунта айăплисене хӗрринче шырама кирлӗ мар-тăр, хамăрах, кашни чăваш айăплă - тăван чӗлхене сумран кăлартăмăр. Чăваш ялӗсенче те çемьере ачасене вырăсла кăна калаçтаратпăр пулсан, кам вулатăр-ха чăваш хаçат-журналне? Ӗç-пуç малалла та çапла пырсан, наци политики пулмасан, ку шăпа «Самар Енпе» «Канаша» кăна мар, пурăна-киле «Хыпар» хаçата та кӗтет вӗт.

Республика тулашӗнчи чăваш кăларăмӗсене ЧР Пичет тата информаци министерствинчен кăшт та пулсан тимлӗх кирлине тахçанах калатпăр. Нивушлӗ Чăваш пичет кунӗнче пӗр-пӗр премие тивӗç мар çак кăларăмсем? Тутарстан, тӗслӗхрен, йăхташӗсене хăй тавра пухас, наци чӗлхине сарас тӗллевпе республика тулашӗнчи тутар кăларăмӗсем валли уйрăм номинаци хатӗрленӗ. Сăмах кунта укçан преми пирки пымасть, Чăваш Ен чăваш журналистикин чи сумлă премийӗшӗн те уйăракан виçӗ пусӗ мар, ӗçленине хисеплени сывлăш пек кирлӗ вӗсене. Анчах та «укçа çук» текен «еврей тарифӗпе» пурăнма хăнăхнă Чăваш Ен тӳре-шарин тирӗ хулăн, вырăссем калашле, вӗсене «Канаш» хупăннинчен сивӗ те, ăшă та мар. Шел те, Ульяновск облаçӗнчи чăваш автономийӗшӗн те, Чăваш Наци конгресӗшӗн те çаплах пулни курăнать. Мӗн тăваççӗ вӗсем «Канаш» хаçатпа, линкка-линкка Акатуй уявӗ мар вӗт вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев