Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хуласемпе ялсенче футбол выляççӗ

Йăлана пăсмаççӗ чăваш ялӗсенче. Халӗ те, ӗлӗкхи пекех, майăн 1-мӗшӗнче кӳршӗ ялсемпе футбол турнирӗсем ирттереççӗ. Çапла çак кун Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра, Аксу районӗнчи Савгачевора, Нурлат районӗнчи Якурккелӗнче тата ытти ялсенче вырăнти футбол турнирӗсем иртнӗ. Ялпа ял, аслисемпе çамрăккисен сборнăйӗсем вăй виçеççӗ. Майăн 1-мӗшӗче чăвашсем Хусанта та футболла вылярӗç. Ирхине...

Йăлана пăсмаççӗ чăваш ялӗсенче. Халӗ те, ӗлӗкхи пекех, майăн 1-мӗшӗнче кӳршӗ ялсемпе футбол турнирӗсем ирттереççӗ. Çапла çак кун Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра, Аксу районӗнчи Савгачевора, Нурлат районӗнчи Якурккелӗнче тата ытти ялсенче вырăнти футбол турнирӗсем иртнӗ. Ялпа ял, аслисемпе çамрăккисен сборнăйӗсем вăй виçеççӗ.
Майăн 1-мӗшӗче чăвашсем Хусанта та футболла вылярӗç. Ирхине 8 сехетре «Сувар» команда «Лайнер-эппа» тӗлпулчӗ. Самантсем нумай пулчӗç пулсан та, хапхасене мечӗксем кӗреймерӗç, 0:0. Унччен пӗр кун маларах «Сувар» «Спектрпа» вылярӗ, унта та вăйă результатсăр, пушă шутпа вӗçленчӗ.

Майăн 1-мӗшнче кăнтăрла иртсен «ЧНКА» «Мирокон» командăпа тӗлпулчӗ. Кунта вăйă интриги вăйлăрахччӗ. Пирӗн командăн чылай футболисчӗ ялсенчи турнирсене хутшăннăран, «ЧНКАн» запаснойсен сакки пуш-пушăччӗ. Вăл кăна та мар, кирлинчен 1 футболиста сахалрах вылярӗç чăвашсем. Çавăнпа та сылтăм флангри А.Романовпа И.Михайлова самай чупма тиврӗ. Мӗнле тăрăшсан та, малтанхи минутсенчех хăвăрт гол кӗртсе пулмарӗ пирӗн, тренерлă «Мирокон» та атакисене пирӗн штрафнойне кӗричченех вӗçлерӗ. Защитниксем А.Леонтьевпа А.Михайлов шанчăклă вылярӗç, мухтас килет вӗсене. В.Васиков вратарь те çирӗп пулчӗ.
Каласа хăвармалла, фолсем сахал пулчӗç ку вăйăра. Судья тӗк-тăмалăкран шăхăрмарӗ. Юри хăтланакансене вара леккелерӗ унран.
Пӗрремӗш таймăн 35-мӗш минутӗнче А.Егоров капитан «Мирокон» хапхин сеткине мечӗке тăрăнтарчӗ. 1:0 шут вăйă вӗçленичченех тытăнса тăчӗ табло çинче.
Ку çӗнтерӳ пирӗн футболистсене икӗ кун маларах «Тюнита» 3:2 шутпа выляса янине манма пулăшӗ тесе шутлатпăр.
«ЧНКА» «Мироконпа» вылянине «Вконтактере» Константин Малышевăн видеороликӗсенче тупма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев