Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Мӗнлерех вăл паянхи вӗрентекен?

Кирек хăш вăхăтра та тăван чӗлхене вӗрентесси педагогикăра хăйӗн çивӗчлӗхне çухатмасть. Уйрăмах хальхи саманара. Эпир чăвашсемпе ирçесем кăна мар, тутарсем те хăйсен чӗлхине майӗпен çухатса пынине асăрхатпăр. Çавăнпа та вӗрентӳ тытăмӗ çӗнӗрен те çӗнӗ меслетсемпе усă курма хистет. Мӗнлерех ӗçлет-ха шкулта паянхи тăван чӗлхе вӗрентекенӗ? Çакна эпир Хусанта иртнӗ Пӗтӗм...

Кирек хăш вăхăтра та тăван чӗлхене вӗрентесси педагогикăра хăйӗн çивӗчлӗхне çухатмасть. Уйрăмах хальхи саманара. Эпир чăвашсемпе ирçесем кăна мар, тутарсем те хăйсен чӗлхине майӗпен çухатса пынине асăрхатпăр. Çавăнпа та вӗрентӳ тытăмӗ çӗнӗрен те çӗнӗ меслетсемпе усă курма хистет. Мӗнлерех ӗçлет-ха шкулта паянхи тăван чӗлхе вӗрентекенӗ? Çакна эпир Хусанта иртнӗ Пӗтӗм Раççейри конкурсра курма пултартăмăр. «Тăван чӗлхе» ятлă вăл. Республикăра халăхсен чӗлхисене упраса хăварас енӗпе 2014 çулта патшалăх Программине ӗçе кӗртнӗренпе ирттереççӗ ăна. Вырăс, тутар, чăваш, мари, удмурт, мăкшă, ирçе чӗлхисемпе вӗрентекенсен хушшинче.

Федераллă патшалăх вӗрентӳ стандарчӗсене пурнăçа кӗртнӗ майăн, «мӗнле вӗрентмелле?» текен ыйту çине те татăклăн хуравламасăр пулмасть. Педагогсем вӗрентӳри çӗнӗ технологисемпе вӗсен элеменчӗсене урокра усă кураççӗ. «Синквейн», «Фишбоун», «Блум ромашки» текен ăнлавсем ветеран учительсемшӗн кăна тӗлӗнтермӗш-тӗр. Паянхи вӗрентекен информаципе коммуникативлă технологисемпе хӗç-пăшалланать, пӗлӳ паракан вăйăсене, ачасемпе пӗрле юрлассине алла илет вăл. Вӗренекенӗн пултарулăхне сарать.

Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен мастер-класӗсене хакланă май, эпир вӗсенчен нумайăшӗ пысăк опытлă вӗрентекен пулнине палăртрăмăр. Инновацисем чăваш чӗлхи урокӗсемшӗн те ют мар. «Пулă шăрписемпе» «утмăлтуратсене» тахçанах чăвашлатнă пирӗннисем. Çапла Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелӗнчи Марина Кузьмина, Теччӗ районӗнчи Пухтелӗнчи Алена Торгашова, Анат Камăри 34-мӗш гимназири Людмила Ильгузина, Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкайри Наталья Чернова хутшăнчӗç кăçал «Тăван чӗлхе» конкурсăн финалне. Куçăн мар турта чăваш чӗлхин преподавателӗсем самай ытларахчӗ. Анчах та ӗçсене конкурса тăратнă чухне вӗсенчен нумайăшӗ шаблонлă ӗçлессинчен пăрăнма васкаманнине палăртас килет. Çакнашкал пысăк пӗлтерӗшлӗ конкурса, ман шутпа, ячӗшӗн кăна хатӗрленмелле мар.

Хусанти 27-мӗш номерлӗ гимназире финала тухнă мари, удмурт, ирçе тата чăваш филологӗсем мӗнлерех урок ирттернине курса хаклама пултартăмăр. Кӳршӗллӗ халăхсен чӗлхисене пит ăнлансах каймасан та уçă уроксенче вӗренекен вырăнӗнче ӗçлесе ларнă учительсем тăван чӗлхене вӗрентес тесе мӗнле меслетсемпе усă курнине пӗр-пӗринчен вӗренчӗç. Доска умӗнчи конкурсантшăн та задача кăткăсланать: сан умăнта чăвашла пӗлмен ача ларать. Вӗрентӳ министерствин специалисчӗсем финала çакнашкал йӗркелесе ирттерни ăнăçлă пулчӗ пек туйăнать. Педагогсем вӗрентрӗç кăна мар, нумай вӗренчӗç те.

Паянхи кун ют çӗршыв технологийӗсене алла илсе чылай педагог «Кала, кăтарт, явăçтар» девизпа ӗçлет: «Кала мана - эпӗ манатăп. Кăтарт мана - астуса юлатăп. Явăçтар мана - эпӗ вӗренетӗп». Учитель ӗлӗк те, паян та пӗлӳ тӗнчине çул уçса паракан пулса юлать.

Кокурсра чăвашсем пысăк балсем пуçтарса кăмăллă çитӗнӳсем турӗç. Вӗсемшӗн жюри ӗçне хутшăннă Артем Носков филологпа пӗрле чунтан хӗпӗртерӗмӗр. Алена Торгашова пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ, Людмила Ильгузина лауреат ятне тивӗçрӗ, Марина Кузьминапа Наталья Чернова тӗрлӗ номинацисемпе Дипломсем илме хăпарчӗç Хусанти Туслăх çурчӗн пысăк сцени çине. Вӗсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильсур Хадиуллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ирек Шарипов тата ыттисем ăшшăн саламларӗç.

Каласа хăвармалла, вырăс чӗлхине вӗрентекенсен хушшинче Пăва районӗнчи Чăваш Киштек ялӗнчи вăтам шкулта вӗрентекен Ирина Кильдюшева малтисен ретне тухнине пӗлме те питӗ кăмăллă пулчӗ. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев