Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«Мурманскран Байкал таран» çулçÿрев

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе хастар чăвашсем инçе çулçÿреве тухса каяççĕ. Конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Леонидович Клементьев ертсе пыракан сумлă делегаци пирĕн йăхташсем патне: Пушкăртстанри Слакпуçне, Тюмень хулине, Красноярск тăрăхне, Иркутск облаçĕнчи Тайшет районне, унтан Иркутска тата Байкал кÿлли хĕррине çитмелле. Делегаци...

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе хастар чăвашсем инçе çулçÿреве тухса каяççĕ.

Конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Леонидович Клементьев ертсе пыракан сумлă делегаци пирĕн йăхташсем патне: Пушкăртстанри Слакпуçне, Тюмень хулине, Красноярск тăрăхне, Иркутск облаçĕнчи Тайшет районне, унтан Иркутска тата Байкал кÿлли хĕррине çитмелле.

Делегаци йышĕнче Мурманск, Крым, Сарă ту, Чулхула, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçисемпе хастарĕсем, конгресс президиумĕн пайташĕсем, «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль çĕнтерÿçисем, пурĕ хĕрĕхе яхăн.

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн паллă поэтăмăрăн Константин Ивановăн çуралнă кунĕ. Çак ятпа Пелепей районĕнчи Слакпуçĕнче уяв йĕркелеççĕ. ЧНК делегацийĕ малтан унта хутшăнĕ.

Малалла çул Тюмень тăрăхне выртĕ. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тюмень хулинче чăвашсен Акатуйĕ пулĕ. Пирĕн пайташсене унти чăвашсен «Тăван» Ассоциацийĕ йыхравланă. Паллах, ытти регионсенчи пирĕн йăхташсем те уявра пулмалла.

Тюмень хуличен ЧНК йĕркеленĕ сумлă делегаци вăрăм çула кĕскетсе Красноярска çитмелле. Унти хастар чăвашсемпе тĕлпулса çавра сĕтел, савăнăçлă концерт ирттермелле.

Иркутск тăрăхĕнчи Тайшет районĕнче чăвашсем чылай пурăнаççĕ. Шел, май уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн йăхташсем пурăнакан Джогино ялĕнчи клуб тĕппипех çунса кайнă. Анчах та унти чăвашсене хавхалантарас, савăнтарас тĕллевпе пирĕн делегаци унта та чарăнса илесшĕн. Вĕсен хуйхи-суйхипе, шухăш-кăмăлĕпе паллашасшăн.

Малаллахи çул Иркутск хулине, тĕрĕссипе Байкал хĕрринче иртекен пĕтĕм чăвашсен Акатуйне пулĕ. Кунта май уйăхĕн 3-мĕшĕнче чăваш культурин кунĕсем иртмелле, 4-мĕшĕнче вара ака пĕтнине халалланă ĕлĕкрен пыракан уяв - Акатуй пулĕ. Çак уявра Пенза, Тюмень, Томск, Красноярск тата ытти тăрăхсенчи чăвашсем пуçтарăнса савăнмалла, ĕçлĕ калаçусем, канашлусем, экскурсисем пулмалла.

Каялла килнĕ чухне ЧНК делегацийĕ Красноярск тăрăхĕнчи Ачинск хулинче, Челябинскра чарăнса унти чăвашсемпе тĕлпулма тĕв тăвать.

Эппин ăнăçлă та тухăçлă çул пултăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев