Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пенсири интереслӗ пурнăç

Эпӗ ялан тӗнче курса çӳреме ӗмӗтленеттӗм. Анчах та кашнинчех мӗнле те пулин чăрмав сиксе тухатчӗ: малтан юратнă ӗç, кайран ачасем пӗчӗккӗ - ӳссе çитчӗр-ха, укçа-тенкӗ çителӗклӗ мар тата ытти те. Халӗ ӗнтӗ вара эпӗ - пенсионерка. Ӗмӗтленнӗ шухăша тинех пурнăçларăм. Эсир манран çапла ыйтма пултаратăр: «Мӗнле? Пирӗн пӗчӗк пенсипе ăçта...

Эпӗ ялан тӗнче курса çӳреме ӗмӗтленеттӗм. Анчах та кашнинчех мӗнле те пулин чăрмав сиксе тухатчӗ: малтан юратнă ӗç, кайран ачасем пӗчӗккӗ - ӳссе çитчӗр-ха, укçа-тенкӗ çителӗклӗ мар тата ытти те. Халӗ ӗнтӗ вара эпӗ - пенсионерка. Ӗмӗтленнӗ шухăша тинех пурнăçларăм.

Эсир манран çапла ыйтма пултаратăр: «Мӗнле? Пирӗн пӗчӗк пенсипе ăçта çитиччен кайăпăр-ши?» Эпӗ мӗнле пурăннине сире каласа парасшăн. Мӗн пӗчӗкрен çыхма юрататăп. Халӗ ӗнтӗ заказпа кăна çыхатăп, пенси çумне чылай кăна хушăнчăк укçа пулса пырать. Çитменнине эпӗ çак ӗçе пысăк савăнăçпа, тулли кăмăлпа тăватăп.

Нумай пулмасть мана алă ӗç кружокӗ ертӳçи пулма сӗнчӗç. Пӗр уйласа тăмасăр килӗшрӗм: çамрăксемпе те çывăх çыхăну тытатăп, килте ӗçсӗр ларасси те çук.

Пирӗн Культура çуртӗнче пенсие кайнă ватăсемшӗн компьтер курсӗ те уçрӗç, унта та çӳреме пуçларăм. Çӗнӗ мар, алăран, ноутбук сутăн илтӗм, интернет кӗртрӗм. Халӗ вӗт интернет пулсан тем те пӗлме пулать. Çапла ача чухнехи тус-юлташсене те (пӗри Грузире пурăнать, тепри - Балтика тăрăхӗнче) шыраса тупрăм. Пӗр уйăхран мана шăпам инçетри çӗршыва илсе çитерчӗ. Эпӗ вӗсенчен пӗрин патне Грузине хăнана кайрăм. Çакăнтан ӗнтӗ манăн ӗмӗт пурнăçлана пуçларӗ. Юлташăн грузин çемйинчи тăванӗсем мӗн тери ăшă та тарават кăмăллă. Эпӗ, кунта хăнана пӗр эрнене кăна килнӗ çын, яланлăхах юлатăп пуль тенӗччӗ.Питӗ килӗшрӗ мана Грузире. Манăн малашнехи тӗллев - тепрехинче унта кайсан икӗ эрненех юласси.

Пӗррехинче манпа пӗр çулхи кӳршӗ хулпуççисене сиктерсе çапла каларӗ: «Эпӗ эсӗ пенсие тухсан манăн тус-пенсионер пулăн тесе уланăччӗ. Пӗрле подъезд умӗнчи сак çине ларса çын пурнăçне, хамăр чир-чӗрсене, пулни-иртнине тишкерӗпӗр тенӗччӗ».

Çук, эпӗ ун пек çын мар. Пенсие тухрăм тесе килте «йӳçсе» ларас теместӗп. Килтен тухмасăр сак çинче çын «çисе», хӗвел çаврăнăш кăшласа ларас вырăнне эпӗ çуран уçăлса çӳретӗп. Халӗрех кăна скандинавсен утăмӗпе (алла икӗ йӗлтӗр туйи тытатăн та йӗлтӗрпе пынă пек утатăн) кăсăклана пуçларăм. Чӗре те лайăх ӗçлет, пӳ-си те пăхса савăнмалла. Хӗллехи кунсенче бассейна çӳретӗп.

Манăн ачасем пурте çӗмьеленнӗ. Вӗсене вăй çитнӗ таран пулăшатăп: мăнуксемпе ларма, кил-çуртӗнчи ӗçӗсене тума... Мӗн каласшăн эпӗ çакăнпа? Пенсие тухсан та пурнăç çакăнпа пӗтмест, вăл малалла шăвать. Юлнă пурнăçа мăнуксене çӗç пăхса, килтен тухмасăр диван «самăртса» лармалла мар, ӗмӗре малалла та çамрăк чухнехи пек савăнăçлă та интереслӗ ирттермелле. Çакă хамăртан çеç килет.

Халӗ ӗнтӗ эпӗ мăшăр пенсие тухассине кӗтетӗп. Ӗмӗтӗм - унпа пӗрле бассейна çӳресси, тинӗс хӗррине Грузине кайса килесси...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев