Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Редактор Пушкăртстанри конференцире

Техника наукисен докторне, Чăваш Республикин Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ академика, чăваш халăхӗн паллă ывăлне В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Пушкăртстан çӗрӗ çинче 3-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 20-мӗшӗнче делегатсем Авăркас районӗнчи Толбазăра пухăнчӗç. Пушкăртстан Республикинчи 12 районтан тата Хусан, Шупашкар, Тюмень, Ульяновск, Самара хулисенчен пурӗ 343 çын хутшăнчӗ...

Техника наукисен докторне, Чăваш Республикин Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ академика, чăваш халăхӗн паллă ывăлне В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Пушкăртстан çӗрӗ çинче 3-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 20-мӗшӗнче делегатсем Авăркас районӗнчи Толбазăра пухăнчӗç. Пушкăртстан Республикинчи 12 районтан тата Хусан, Шупашкар, Тюмень, Ульяновск, Самара хулисенчен пурӗ 343 çын хутшăнчӗ унта.

Конференцин тӗп теми «В.В.Николаев пултарулăхӗн еткерлӗхӗ тата халăх çӳтӗçӗнчи ăс-хакăл аталанăвӗ» пулчӗ. Пухăвăн анлăлăхне Салават тата Кумертау епископӗ Николай хутшăнни те палăртрӗ. Авăркас районӗн администрацийӗ нумай ыйтăва хăй çине илни те сисӗнчӗ.

Районти Культура çуртӗнче, Толбазăри тӗп библиотекăра, «Радуга» кинотеатрта иртрӗç ларусем. Вӗсенче 37 вӗренекен, 16 студент, 23 çитӗннӗ çын доклад турӗ.

Конференцие хусансем те активлă хутшăнчӗç. «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев «Чăваш чӗлхине сыхласа хăварасси» темăпа анлă доклад туса халăха тăван чӗлхене мӗнле сыхласа хăвармалли мелсемпе паллаштарчӗ. Конференци унăн ӗçне « Наука ӗçӗн проекчӗ» номинаци парса хакларӗ.



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев