Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Путин Марий Эл Пуçлăхӗн отставкине йышăннă

Нумай пулмасть кăна Удмурти Пуçлăхне сӗтев (взятка) илнӗ тесе арестлерӗç, Тутарстанра премьер-министр ӗçрен кайрӗ, паян Марий Эл Пуçлăхӗ ӗçрен хăй ирӗкӗпе тухнă. Правительство пуçлăхне хирӗç çӗршыв хулисенче митингсем пулнă хыççăн Кремль регионсенче «тасату ӗçӗ» ирттерме шутланă текен верси те чăна килме пултарать. Черетре хăш республика ертӳçи пулать-ши? Леонид Маркелов хăй...

Нумай пулмасть кăна Удмурти Пуçлăхне сӗтев (взятка) илнӗ тесе арестлерӗç, Тутарстанра премьер-министр ӗçрен кайрӗ, паян Марий Эл Пуçлăхӗ ӗçрен хăй ирӗкӗпе тухнă. Правительство пуçлăхне хирӗç çӗршыв хулисенче митингсем пулнă хыççăн Кремль регионсенче «тасату ӗçӗ» ирттерме шутланă текен верси те чăна килме пултарать. Черетре хăш республика ертӳçи пулать-ши?
Леонид Маркелов хăй ирӗкӗпе заявлени çырса ӗçрен тухнă. Вăл юлашки суйлавра çӗнтерме кирлӗ 51 процентне аран пухма пултарнă. Тем тесен те, ку пулăма вырăнти пысăк ял хуçалăх холдингӗн «Звениговский» совхозăн директорӗн Иван Казановăн 75 çуллăхӗ тӗлне пысăк парне пулчӗ темелле. Иван Иванович ăна Леонид Маркелов еплерех ӗçлеме кансӗрлени çинчен пӗрре мар каласа панăччӗ. Апла пулсан та, отставка сăлтавӗсене Пуçлăх коммунистсемпе хирӗçнинче шырамалла мар-тăр. Регионри экономика лару-тăрăвӗ çăмăлах мар пулни çинчен эпир ӗнтӗ çырнăччӗ.
Маркелов вырăнне регион пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма Владимир Путин унччен Мускав облаçӗнчи Арбитраж сучӗн председателӗ пулса ӗçленӗ Александр Евстифеева лартнă. Сентябрь уйăхӗнче кӳршӗ республикăра суйлав иртет. Марий Эл пуçлăхӗ пулма пултаракан кандидатурăсен хушшинче чăваш ывăлӗ Сергей Казанков та пулма пултарать. Республикăра чи пысăк тупăшлă предприятисенчен пӗрне ертсе пынă хыççăн вăл РФ Патшалăх Думин депутатне суйланчӗ. Çапах пӗтӗмлетӳсем тума ытла васкар мар. Вăхăт кăтартӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев