Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пысăк Шадрикова пысăк ят

Тӗлӗнмелле хыпарсемпе тулать юлашки кунсенче интернет. Паян кăна Алексей Шадриков юрăçа «Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята пани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен калакан хушăва ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев мартăн пӗрремӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ иккен. Мӗнех, кăмăллă хыпар. Савăнтараканни. Алексей Шадриков Алексей Московский пекех, 2000 çулсен пуçламăшӗнче Вячеслва Христофоровăн...

Тӗлӗнмелле хыпарсемпе тулать юлашки кунсенче интернет. Паян кăна Алексей Шадриков юрăçа «Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята пани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен калакан хушăва ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев мартăн пӗрремӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ иккен.
Мӗнех, кăмăллă хыпар. Савăнтараканни. Алексей Шадриков Алексей Московский пекех, 2000 çулсен пуçламăшӗнче Вячеслва Христофоровăн «Янра юрă» ушкăнӗнче юрласа палăра пуçларӗ. Тутарстанра та эстрада концерчӗсемпе пӗрре мар пулнă. Уявсенче, мероприятисенче юрланă. Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи «Учукра» час-часах курма пулатчӗ ăна. Çак ял хутлăхне Ина Альмукова ертсе пынă чухне патраклăсем çӗнӗ урама та Шадриков ятне панăччӗ.
Хăй вăл пурнăçра кулăша-шӳте ăнланакан сăпайлă çын. Çакнашкал пысăк культура шайӗ пулнине çирӗплетекен аслă ята илнӗ хыççăн, тен, сциаллă сетьсенчи страницисем çинчи сăнӳкерчӗкӗсене те сайраткалӗ тесе шутлас килет.
Пысăк ят юрăçăн туйсенчи, корпоративсенчи, банкетсенчи, шоусенчи гонорарӗсене те пысăклатать, паллах. Çапах Алексей Шадриков ыркăмăллăх концерчӗсенчен те юлмасть тесе калаççӗ унпа пӗрле сцена çине тухакансем. Ку вара чăннипе те хисепе тивӗç. Эпир ăна саламлатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев