Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шанас килмест, çапах та...

Ӗненес те килмест, анчах та эпир çӗнтертӗмӗр! Сезонри чи йывăр матч - «ЧНКА» футбол командишӗн юлашки вăйă пулчӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен вăйă кун пек çаврăнасса «Динамо» стадионра никам та кӗтмен. Пирӗннинчен çӳлерех тăракан «С» ушкăнран тухса ӳкес патне çитнӗ «Осиновопа» стык матчӗ выляма тытăнсанах хӗрӳ прессинг айне лекрӗç чăваш футболисчӗсем. «Осиновон»...

Ӗненес те килмест, анчах та эпир çӗнтертӗмӗр!
Сезонри чи йывăр матч - «ЧНКА» футбол командишӗн юлашки вăйă пулчӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен вăйă кун пек çаврăнасса «Динамо» стадионра никам та кӗтмен. Пирӗннинчен çӳлерех тăракан «С» ушкăнран тухса ӳкес патне çитнӗ «Осиновопа» стык матчӗ выляма тытăнсанах хӗрӳ прессинг айне лекрӗç чăваш футболисчӗсем. «Осиновон» опыт тӗлӗшӗнчен аслă, пиçсе çитнӗ команда, вăл пӗрремӗш çул кăна хутшнмасть Хусанти футбол лигине, çавăнпа та унăн аяларах анас килменни паллă. Анчах пирӗн мотиваци те пӗчӗк мар.
Сезон пуçлансанах «ЧНКА» командине выляма йывăрччӗ. Хирӗç вылякансем те турнир таблицин яланхи лидерӗсем пулнине кайран кăна пӗлсе çитрӗç пирӗннисем. Анчах та кашни вăйăра юлашкиччен тăрăшрӗç. 10 вăйă вылянă хыççăн трансфер «кантăкӗнче» командăна атакăлакансемпе вăйлатрăмăр, вăйсăр вылякансем тухса ӳкрӗç. Çӗнтерӳсем те хăйсене нумай кӗттермерӗç.

Суранланни те, ура хуçни те, судьяпа хирӗçсе 7 вăйă таранччен штраф илни те пулчӗ пирӗн командăра. Вылякансем тӗрлӗ хуласенче ӗçленипе пуçтарăнма йывăрччӗ, тренер çукки, тренировкăсем сайра пулни те витӗм кӳчӗ. Уйрăмах юлашки пӗтӗмлетӳ вăййисенче сисӗнчӗ çакă. Çав-çавах парăнмарӗç чăваш каччисем. 36 командăран 6-мӗш пулни те япăх кăтарту мар. Анчах та ӗмӗт - «С» ушкăна лекесси. Юлашки матчран нумай килетчӗ.
Пирӗн ӗмӗте «Осиново» пӗрремӗш минутсенчех татма тытăнчӗ. «ЧНКАн» хăш-пӗр вылякансем пӗрремӗш гола сиссе те юлаймарӗç пулмалла. Çиле хирӗç выляма йывăрччӗ пирӗннисене. Пӗр 15 минут вылясан пирӗн защитник штрафной зонинче мечӗке алăпа лекрӗ. Осиновосем пенальти тапрӗç. АНчах та кӗртеймерӗç. Васиков вратарь çак вăйăра паттăрлăх кăтартрӗ тесен те йăнăшмăпăр. Пирӗн вылякансем хавхаланса кайрӗç. Анчах та «Осиново» хапхне мӗн чухлӗ штурмласан та гол кӗртеймерӗç. Хирӗç вылякансем вара хăйсен ăнăçлă саманчӗсене вӗçенрмерӗç. Пӗрремӗш тайм 0:2 шутпа вӗçленчӗ.
Тăхтав вăхăтӗнче раздевалкăра футболистсене тăна кӗртнӗ хыççăн ЧНКА 2 гол кӗртсе вăйăри шута танлаштарчӗ. ВĂхăт вӗçленсен командăсем пенальти тапрӗç. Кунта «Осиновона» ăнмарӗ. ЧНКА вратарӗ Васиков икӗ мечӗке тытрӗ.. Çӗнтерӳ пирте. Эпир «С» ушкăнра. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев