Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шупашкарта 19-мӗш хут «Кӗмӗл сасă» иртрӗ

Чăваш Республикинчи районсен хитре сасăллă юрлаканӗсесмӗр пуçне унта Тӗмен, Ӗпхӳ, Мурманск, Самар, Иркутск, Санкт-Петербург, Пенза тата ытти хуласенчен пурччӗ хутшăнакансем. Çапах кăçал Тутарстанра çуралса ӳснӗ хутшăнакан питӗ нумаййине палăртас килет. Пирӗн хӗрсем конкурсра тăван республикăпа унăн тӗп хулисӗр пуçне тата Самарпа Мурманск (хальхи вăхăтра унта пурăннăран) хулисенчи чăваш обществисен чысне...

Чăваш Республикинчи районсен хитре сасăллă юрлаканӗсесмӗр пуçне унта Тӗмен, Ӗпхӳ, Мурманск, Самар, Иркутск, Санкт-Петербург, Пенза тата ытти хуласенчен пурччӗ хутшăнакансем. Çапах кăçал Тутарстанра çуралса ӳснӗ хутшăнакан питӗ нумаййине палăртас килет. Пирӗн хӗрсем конкурсра тăван республикăпа унăн тӗп хулисӗр пуçне тата Самарпа Мурманск (хальхи вăхăтра унта пурăннăран) хулисенчи чăваш обществисен чысне хӳтӗлерӗç.
Элметсем 2018 çулхи «Чăваш пикине» Карина Туктамышевăна илсе килнӗ фестивале, хусансем Вера Кожемановăна кăларчӗç сцена çине, аксусем Шупашкарта пурăнакан Анжелика Еремеевăна делегациленӗ конкурса. Пăва районӗнчи «Уяв» халăх ансамблӗ конкурса хутшăнмарӗ пулин те, уява илем кăна кӳчӗ.
Гала-концертра Тутарстан пикисенчен Çарăмсан районӗнче çуралса ӳснӗ Ольга Суриковăпа (Самарăшăн юрларӗ) Вера Кожеманова кăна пултарулăхӗсене кăтартрӗç пулин те хамăр хӗрсемшӗн пӗрре те намăс пулмарӗ. Тӳнтерле, всен сассисемпе киленсе, савăнса-хӗпӗртесе кăна лартăмăр. Пултараççӗ-çке!
Иртнӗ çултисемпе танлаштарсан Чăваш наци конгресӗ конкурс-фестивале лайăх шайра хатӗрленнине палăртас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев