Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шупашкарта саммит?

Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби - Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти власть» саммита йышӑнма шанӑç пур, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ cheby24.ru сайт хыпарӗ çине таянса. Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти власть» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виççӗмӗш саммичӗ 2019 çулта иртет-мӗн. Анчах вӑл...

Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби - Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти власть» саммита йышӑнма шанӑç пур, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ cheby24.ru сайт хыпарӗ çине таянса.

Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти власть» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виççӗмӗш саммичӗ 2019 çулта иртет-мӗн. Анчах вӑл ӑçта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть çыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе яма пултарать.

Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 çул çитнине 2019 çулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет, юбилей халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе çыхӑнни вара лайӑх кӑна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев