Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шут – 2:1. «ЧНКА» маттур!

Хусанта ӗнер кăнтăрла чăваш ачисен «ЧНКА» футбол команди (капитанӗ Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни каччи Алексей Егоров) «Олимп» стадионра «Спектр» командăпа вылярӗ. Черетлӗ вăйă пирӗншӗн каллех çӗнтерӳпе вӗçленчӗ. Шут -2:1. Ура! «ЧНКА» маттур! Аса илтеретпӗр, Хусанта чăваш футболисчӗсен команди кăçал кăна йӗркеленчӗ-ха. Командăн шăнăрӗ - Чăваш Майни каччисем. Вӗсен тренерӗ те,...

Хусанта ӗнер кăнтăрла чăваш ачисен «ЧНКА» футбол команди (капитанӗ Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни каччи Алексей Егоров) «Олимп» стадионра «Спектр» командăпа вылярӗ. Черетлӗ вăйă пирӗншӗн каллех çӗнтерӳпе вӗçленчӗ. Шут -2:1. Ура! «ЧНКА» маттур!

Аса илтеретпӗр, Хусанта чăваш футболисчӗсен команди кăçал кăна йӗркеленчӗ-ха. Командăн шăнăрӗ - Чăваш Майни каччисем. Вӗсен тренерӗ те, палланă судйи те çук. Апла пулин те, хальччен кашни вăйăрах тенӗ пек çӗнтерсе пыраççӗ. Ял ачисен хăнăхăвӗ пур тенипе килӗшмелле мар кунта, вӗсен футболра чăнах та талант. Лидерӗ пуртан дисциплини те çирӗп. Вăйă мӗнле пырсан та матч вӗленичченех парăнмаççӗ. Юлашки çеккунтчен гол кӗртме тăрăшаççӗ. Эх, вӗсене вăйлă тренер асăрхасанччӗ. «ЧНКА» команда, черетлӗ çӗнтерӳпе сана, ытти вăйăра та ăнтăр, ан куçăхăр кăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев