Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Теччӗсем шупашкарсем çине шанмаççӗ

Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейӗ теччӗсемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Теччӗ çӗрне чапа кăларнă ентеше чыслассинче шупашкарсем çине шанмаççӗ вӗсем. Юбилей мероприятийӗсен анлă программине хатӗрленӗ. Сăмах май, ăна пуçларӗç те ӗнтӗ. Вырсарникун Çармăс ялӗнче «Теччӗ шевлисем» фестиваль ирттерчӗç, хальхи вăхăтра районти чăваш ялӗсенчи вӗрентекенсемпе библиотекарьсен конкурса хатӗрленеççӗ. Мартăн 20-мӗшӗнче кунта электронлă...

Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейӗ теччӗсемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Теччӗ çӗрне чапа кăларнă ентеше чыслассинче шупашкарсем çине шанмаççӗ вӗсем. Юбилей мероприятийӗсен анлă программине хатӗрленӗ. Сăмах май, ăна пуçларӗç те ӗнтӗ. Вырсарникун Çармăс ялӗнче «Теччӗ шевлисем» фестиваль ирттерчӗç, хальхи вăхăтра районти чăваш ялӗсенчи вӗрентекенсемпе библиотекарьсен конкурса хатӗрленеççӗ. Мартăн 20-мӗшӗнче кунта электронлă презентацисен «Аслă вӗрентекенӗмӗр» конкурсӗ пулать. Ăна Иван Яковлевич Яковлев 170 çул тултарнине халалланă. Ку конкурса та Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ йӗркелет.

Вӗрентекенсемпе библиотекарьсене аса илтеретпӗр, ӗçсене (вырăсла та юрать) март уйăхӗн 20-мӗшӗччен Теччӗ хули, Ленин урамӗ, 92-мӗш çурт (Туслăх çурчӗ) ярса памалла. Тӗплӗнрех 8-937-289-18-94, 8-996- 952-36-39 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев