Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тепӗр тăватă çул та Угасловпа пӗрле!

( Ирина Кузьмина. Зоя Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, октябрӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн 10-мӗш съезчӗ К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче иртрӗ. Унта Чăваш Енрен, регионсенчен тата ют çӗршывсенчен пурӗ 280 делегатпа 160 хисеплӗ хăна хутшăнчӗç. Тутарстанран та сумлă делегаци кайрӗ. Чăвашсене Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев, Чăваш Патшалăх...

( Ирина Кузьмина. Зоя Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, октябрӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн 10-мӗш съезчӗ К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче иртрӗ. Унта Чăваш Енрен, регионсенчен тата ют çӗршывсенчен пурӗ 280 делегатпа 160 хисеплӗ хăна хутшăнчӗç. Тутарстанран та сумлă делегаци кайрӗ. Чăвашсене Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев, Чăваш Патшалăх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин пуçлăхӗ Лев Кураков, министрсем тата ытти официаллă çынсем саламларӗç.

Йăхташсем тăватă çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетсе малашнехи плансене палăртрӗç. Çапах та тӗп интрига хальхинче ЧНК президентне кама суйласси пулчӗ-тӗр. Кандидатсем сахалăн марччӗ, çапах та Н.Угасловах хăварас шухăш та вăрттăнлăх марччӗ. Унăн лăпкă политики нумайăшне килӗшнине, ЧНК президентне ăнах хăварас ӗмӗтлине чăваш лидерӗсем маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Çапла пулса тухрӗ те, 280 делегатран 278-шӗ уншăн сасăларӗ. Çапла вара тепӗр тăватă çул чăваш тӗнчи Николай Федорович Угасловпа пӗрле пулӗ. Эпир, тутарстансем, çакăншăн тата хытăрах савăнатпăр, унпа мăнаçланатпăр. Ентешӗмӗре президента тепӗр срока суйланнă ятпа саламласа çăмăл мар ӗçре çитӗнӳсем тума вăй-халпа ăнăçу сунатпăр. 10-мӗш съезд мӗнле иртни, мӗнле ыйтусене хускатни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн ноябрӗн 3-мӗшӗнче тухакан номерӗнче вулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев