Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ветерансене хваттерсем уйăрнă

Патшалăх çурт-йӗр фондне (ПÇФ) патшалăх заказчикӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи ветеранӗсен (пӳрт туянма субсиди илнисен) списокне ярса панă. Вăл списокра пурӗ 123 ветеран. Вӗсен шутӗнче 47 çын çурт-йӗр условийӗсене фонд урлă лайăхлатас тенисем те (Хусан хулинчен - 20, Çӳлту - 1, Лайăш - 3, Ешӗлвар - 9, Çырчалли районсенчен- 14)....

Патшалăх çурт-йӗр фондне (ПÇФ) патшалăх заказчикӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи ветеранӗсен (пӳрт туянма субсиди илнисен) списокне ярса панă. Вăл списокра пурӗ 123 ветеран. Вӗсен шутӗнче 47 çын çурт-йӗр условийӗсене фонд урлă лайăхлатас тенисем те (Хусан хулинчен - 20, Çӳлту - 1, Лайăш - 3, Ешӗлвар - 9, Çырчалли районсенчен- 14). Фондăн 2017 çулхи строительсво планӗсем тăрăх çакнашкал ыйтнисене тивӗçтересси планра пулманнине те палăртса хăвармалла, анчах ПÇФ мелсем тупса ветерансене хатӗр е тăвăнакан çӳртсенче хваттерсем уйăрса пама хатӗр. Унсăр пуçне, Фонд урлă çуртсем илекен ветерансене хисеп туса 3 квадратлă метр парнелеççӗ.

Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ çумӗнчи йӗркеленнӗ Патшалăх çурт-йĕр фончĕ çулталăк пуçланнăранпа çурт-йӗр программипе 62 çуртра пурĕ 132 415 квадратлă метрлăх 2784 хваттер, вӗсен шутӗнче Хусанти 6 çуртри 1094 хваттере эксплуатацине кӗртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев