Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Аксу тăрăхӗнче калмăксем пурăннă-и?

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ӗçӗпе съездра пӗрлӗхӗн ертӳçи А.Семенов паллаштарчӗ. Тăван ене тӗпчес ӗç те пӗр вырăнта тăмасть. Кăçал А.Семеновăн «Тайны земли Савруш батыра», В.Макаровăн «Культура, быт и обычаи низовых чуваш» кӗнеки кун çути курчӗ. Шел те, пысăк çухатупа та палăрчӗ ку çул. Республикăра таврапӗлӳ ӗçне çӗнӗрен чӗртес...

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ӗçӗпе съездра пӗрлӗхӗн ертӳçи А.Семенов паллаштарчӗ. Тăван ене тӗпчес ӗç те пӗр вырăнта тăмасть. Кăçал А.Семеновăн «Тайны земли Савруш батыра», В.Макаровăн «Культура, быт и обычаи низовых чуваш» кӗнеки кун çути курчӗ. Шел те, пысăк çухатупа та палăрчӗ ку çул. Республикăра таврапӗлӳ ӗçне çӗнӗрен чӗртес ӗçе пуçаракансенчен пӗри В.Дедушкин кăçал ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ. Вăл пуçтарнă кӗнекесем ан çухалччăр, ячӗ халăхра юлтăр тесе Чăваш таврапӗлӳçисен уйрăмӗ В.Дедушкинăн тăван Пăва районӗнчи Элшел ялӗнчи музейра тата шкулта унăн кӗтесне йӗркелеме планлать. Çаплах таврапӗлӳçӗсем Шупашкарти наци музейӗпе те тачă çыхăну тытнине палăртмалла. Библиотека пӗлтӗр чăвашла 800 кӗнеке панă, вӗсене Аксу районӗнчи Саврăшпуç тата Савгачево шкулӗсене парнеленӗ. Кăçал та таврапӗлӳçӗсем çак ӗçе малалла тăсса тепӗр 500 кӗнеке илсе килме хатӗрленеççӗ. Вӗсене Анат Кама, Пăва тата Çӗпрел тăрăхӗнчи библиотекăсемпе шкулсене парнелӗç. Паллă чăваш писателӗсемпе шкул ачисен тӗлпулăвӗсем йӗркелессине йăлана кӗртнӗ вӗсем. Çапла ачасем Э.Патмарпа, Юхма Мишшипе тӗл пулнă.

Таврапӗлӳçӗсен Аксу районӗнче Алмуш патша резиденцийӗ пулнă текен версине малалла тӗпчӗç. Ку енӗпе Тутарстан таврапӗлӳçисем Шупашкарти тата Мускаври таврапӗлӳçӗсемпе пӗрле ӗçлеме хатӗрленеççӗ. Çаплах Аксу тăрăхӗ калмăксемпе казахсене те интереслентерет-мӗн. Кунти калмăк сăртне тӗпчес шухăш пур-мӗн вӗсен. Ку ыйтупа калмăксемпе казах ученăйӗсемпе çулла Шупашкарта тӗл пулӗç. Пӗр сăмахпа, тӗпчемелли таврапӗлӳçӗсен нумай. Вӗсен шучӗпе, республикăри пӗр чăваш ялӗ те тӗпчемесӗр юлмалла мар.

Таврапӗлӳ ӗçӗнче тăрăшса нумай ӗç тунисене те палăртмасăр хăвармарӗ съезд. Ижевск хулинче пурăнакан ентеше Ю.Ипатова, Çырчаллинчи Е.Илюхина тата Пăва районӗнчи Е.Афанасьева «Чăваш енӗн хисеплӗ таврапӗлӳçи» ят пачӗç. ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председательне Н.Сорокина вара Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн президиумӗн йышăнăвӗпе «Чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ япа чысларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев