Чăваш Республикикн тава тивӗçлӗ артисчӗ «Хусан чăвашӗсем» ушкăнпа клип кăларнă
Интеренетри туссене «Эсир «Хусан чăвашӗсем» ушкăн Сергей Павлов юрăçпа пӗрле ӳкернӗ «Пурнăç илемӗ» ятлă çӗнӗ клипа курнă-и?» - ыйтăва патăмăр. Акă мӗнлерех пулчӗç хуравӗсем. Çак клипа эсир те https://youtu.be/ovXOHP1BPdU интернетра пăхса хаклама пултаратăр. Светлана, Хусан: «Клип питӗ вăйлă. Унăн шухăшне пӗр сăмах майлашăвӗпе ăнлантарма пулать: «пурăнас килет». Наумов маттур! Ăсталăхне...
Интеренетри туссене «Эсир «Хусан чăвашӗсем» ушкăн Сергей Павлов юрăçпа пӗрле ӳкернӗ «Пурнăç илемӗ» ятлă çӗнӗ клипа курнă-и?» - ыйтăва патăмăр. Акă мӗнлерех пулчӗç хуравӗсем. Çак клипа эсир те https://youtu.be/ovXOHP1BPdU интернетра пăхса хаклама пултаратăр.
Светлана, Хусан:
«Клип питӗ вăйлă. Унăн шухăшне пӗр сăмах майлашăвӗпе ăнлантарма пулать: «пурăнас килет». Наумов маттур! Ăсталăхне туптаса пырать, клипсен пахалăхӗ те лайăхран лайхăрах пулса пырать. Шухăшӗ пур. Калăпăр, «Апельсин каччисем» ушкăна ил те «Хусан чăвашӗсене» ил - çăрпе пӗлӗт вӗт. Ман шутпа ку юрра вырăсла та куçармалла, ыттисем те ăнланччӗр, курччăр».
Марина, Пишпӳлек:
«Пурнăç илемӗ» ята ман шутпа улăштармалла. Мӗншӗн тесен вăл çынсене аташтарса яма пултарать. Чăнах та пурнăç илемӗ çинчен клип пуласса кӗтетӗн, кадрсем пачах та урăххи çинчен калаççӗ... «Çын пек пурнасчӗ ӗмӗре» тесен лайăхрах пулмалла пек. Ытти енчен питӗ лайăх, юрăçсем пӗр-пӗрне тупнă, сасă тембрӗ тӗлӗшӗнчен те, юрă кăмăлне туйма пӗлни енчен те лайăх хак паратăп».
Геннадий, Мускав:
«Клип пирки шухăш пӗр тӗрлӗ мар. «Пурнăç илемӗнче» Украинăри вăрçă кадрӗсене курма питӗ те йывăр... Пӗрчӗн-пӗрчӗн туртса кăларсан кăна... Алексей Наумов Сергей Павловран пӗртте кая мар юрлать, Таланчӗ те çаплах! Вăл та тава тивӗçмелли çын».
Александр, Тольятти:
«Мана тыткăнламарӗ. Юрри тăрăррах, ытти роликсенчен касса илнӗ кадрсем ку юрра юрăхлă мар. Манăн хак - 3».
Светлана, Çӗнӗ Шуçăм:
« Çӳçентерекен клип, тӗрӗсне калатăп. Юрри те чуна тыткăнлать. Мӗн чухлӗ кăмăллă сăмах калаас килет ун çинчен, страницăна та шăнăçмӗ. Мана питӗ кăмăла кайрӗ».
Ираида, Хусан:
«Пăхрăм. Павловӗ хитререх юрлать. Клипра, м ан шутпа, позитив çителӗксӗр. Начарринчен лайăххи, тӗттӗмрен çутăлăх патне куçни çитмест. Ишӗлчӗксем нумай».
Маргаритта, Нурлат:
«Хăрушă. Çирӗп нервăллисем валли кăна ку клип. Эпӗ вӗçне çити пăхса пӗтереймерӗм. Ман шутпа, ачасене кун пек форматра кăтартма юрамасть».
Ольга, Аксу:
Йӗртет. Чунтан. Маçтăрсен ӗçӗ. Пуçламăшӗнчех куçсем пысăкланаççӗ. Сассисем вăйлă. Шухăшӗ тарăн. Ыттисенни пек юратăва пула тăкăннă куççуль-сӗлеке мар. Пӗр сăмахпа калас пулсан - бомба. Чăваш эстради тинех çӗнӗ шая тухрӗ. Тухрӗ кăна мар, çӗмӗрсе кӗчӗ тесе калас килет. Федераллă каналсемпе кăтартма май тупмалла ку клипа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев