«Чӗлхе» – кулăшла калав
Паян райĕçтăвкомра туллиех халăх. Унта - ялканаш председателĕсен эрнере пĕрре пулса иртекен пухăвĕ. Райĕçтăвком председателĕ алли-урипе тапăртатса доклад тăвать. Каламан сăмах та хăвармарĕ. Юртсан-юртсан утмалла, теççĕ. Çавăн пекех председатель чĕлхи чăвашла сăмахсене вырăнăн-вырăнăн вырăсла та мар, чăвашла та мар лаплаттарса хурать. Хăш-пĕр сăмахне халăх ăнланса та юлаймасть. Лешĕ çаплах çаптарать....
Паян райĕçтăвкомра туллиех халăх. Унта - ялканаш председателĕсен эрнере пĕрре пулса иртекен пухăвĕ. Райĕçтăвком председателĕ алли-урипе тапăртатса доклад тăвать. Каламан сăмах та хăвармарĕ. Юртсан-юртсан утмалла, теççĕ. Çавăн пекех председатель чĕлхи чăвашла сăмахсене вырăнăн-вырăнăн вырăсла та мар, чăвашла та мар лаплаттарса хурать. Хăш-пĕр сăмахне халăх ăнланса та юлаймасть. Лешĕ çаплах çаптарать.
- Вăт, пирĕн, таварищи, во что пы то ни стало, чăваш чĕлхине реализацилеме тăрăшмалла. Пес эттăвă, пирĕн чăваш халăхĕ никохта та малалла каяймасть. Тля эттăвă сире пурне те присываю поротсă всех. И паянхи сопранине претлагаю принять относительно çавăншăн постановлени йышăнма.
- Йышăнас! Йышăнас!
- Поетому, сначчăт, ырантан пуçласа отношени путем писать лишь чăвашла.
Тĕрлĕ ĕçсем пирки тĕрлĕ постановленисем йышăнчĕç. Халь ĕнтĕ малашне чăвашла çыратпăр терĕç те тухса утрĕç килсене.
Виç-тăват кун иртрĕ. Председатель хăй тĕслĕх кăтартма шутларĕ. Шăрантарать çеç хальхи чăваш чĕлхипе хушусем.
«Пур сельялканашсене те всем.
На основании Чăваштĕпĕçтăвкомран хут килнĕ тăрăх этим отношени сире пурне те претлагать тăватăп семенашăн нуштатсă тăвакан краштăнсен именной списоксене претставить тума с укасанием к нему миçе пăт, каккуй семена нушнă, потом мĕнле тырă кирлĕ. Пес эттова семена валеçме невосмошнă. Это вы хăвăр та пĕлетĕр. Скорей претставить тума тăрăшăр.
Председатель РИКа Базаров.
Потоштите, товарищи, немношкă манса оставил. Вы тоше хăвăр та списокне чăвашла писать тăвăр. Претставить тăвăр нарочным.
Базаров.
Да, кроме пуçне сирĕн яла патает польше 100 пăтран кая мар. Потвотăсене те прикотовить туса хурăр.
Базаров».
Реализаци тенине, тирпейлĕх режимĕ пекех, икĕ майлă та ăнланма пулать. Пĕр енчен - пĕтерсе, салатса хурас, тепĕр енчен ... Çак Базаров юлташ иккĕшне те пĕр ăнлавпах çырать. Çивĕч, маттур... Пур председательсем те çавăн пек ĕçлеме тытăнсан, чăваш чĕлхи тахçанах хăйне тивĕçлĕ вырăна кĕрсе лармалла та. Унтан нихçан та тухас çук та çав. Анчах хăшĕ-пĕрисем ăна вырăна хумасăр ĕç тума тăрăшаççĕ. Питĕ шел!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев