Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хаçатра та, сайтра та пичетлетпӗр саламсене

«Сувар» хаçата çырăнакансем Тутарстан тулашӗнче те йышлă. Тӗслӗхрен, Елчӗк районӗн пуçлăхӗ çырăнса илет ăна, ЧР Патшалăх Канашӗ, Юхма Мишши тата Петр Ермолаев шоумен. «Сувар» хаçата вуланисӗр пуçне ун урлă çывăх çынсене çуралнă кунпа та саламлама пулать. Пиртен кашнийӗн тус-тăвансем, юлташсем пур. Вăхăт çитсен вӗсен менелникӗсем пулкалаççӗ. Нумайăшӗ çывăх çыннине çуралнă...

«Сувар» хаçата çырăнакансем Тутарстан тулашӗнче те йышлă. Тӗслӗхрен, Елчӗк районӗн пуçлăхӗ çырăнса илет ăна, ЧР Патшалăх Канашӗ, Юхма Мишши тата Петр Ермолаев шоумен. «Сувар» хаçата вуланисӗр пуçне ун урлă çывăх çынсене çуралнă кунпа та саламлама пулать.

ӗн тус-тăвансем, юлташсем пур. Вăхăт çитсен вӗсен менелникӗсем пулкалаççӗ. Нумайăшӗ çывăх çыннине çуралнă кунпа хаçат урлă саламлама тăрăшать, юбилей çывхарсан пушшех те.

Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.

Приложение кӗрсен çӳлте «ПЛАТЕЖИ» çине пусмалла. «Переводы» графа тухать. Унтан «На счет в другой банк» çине пусмалла. Счет номерӗ тухать. Унта çырмалла: 40702810200020010327

Кун хыççăн приложени ыйту парать: «Кому переводите?» тесе. Сирӗн «Организации» çине пусмалла. Çакăн хыççăн «Оплата по реквизитам» графа тухать. Унта ИНН тӗлӗнче: 1655144950 çырса, БИК тӗлӗнче: 049205805 çырса «Оплатить» çине пусмалла. Пирӗн редакцин ячӗ (Филиал АО ТАТМЕДИА Редакция газеты Сувар) тухать, малалла аяларах шутарса хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне çырмалла та каллех «Оплатить» çине пусмалла. Унтан адресăра çырмалла. «Назначение платежа» патӗнче «За поздравление Иванова И.И. (саламлакан çыннăн хушаматне)» çырмалла та «Оплатить» çине пусмалла. Чек вӗçӗнче «Сумма платежа» тухать. Кунта 600,00 тесе çырмалла та «Оплатить» çине пусмалла. Çак тӳлевшӗн сиртен банк (Тутарстанра пурăнатăр пулсан) 6 тенкӗ çеç комисси илет. Почта урлă саламшăн тӳлес тетӗр пулсан, самай хаклăрах тӳлеме тивӗ.

Саламшăн тӳленӗ хыççăн «Сохранить чек» çине пусăр. Унтан «Отправить по Е-mail» çине пусса пирӗн электронлă адреспа suvar@mail.ruярса парăр.

Туса пăхсан - питӗ ансат. Почтăна каймалла мар, черетре тăмалла мар, юратнă çынна саламлама кая юласран та асăрханма пулать.

Ыйтусем пулсан пире «Ватсапра» çырса яма пултаратăр 89179153547, «Инстаграмра» suvargazetaятпа шыраса тупма пулать.

Мартăн 1-мӗшӗнчен саламлассинче кăшт улшăнусем пур: халӗ 600 тенкӗлӗх салама 600 паллă таранах (пробелсемпе) çырма юрать. 600-тен 1000 паллă таран салам унчченхи пекех 1000 тенкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев