Интернет пурнăçран кирлĕрех ахăр
Кашни çул республикăри нумай çын хăйĕн айăпĕпех çул çинче инкеке лекет, аманать, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ - руль умĕнче телефонпа калаçса пыни. Аллăри телефон çыннăн тимлĕхне пĕтерет, çавна кура çул çинчи лару-тăрăва пĕр çеккунт хушшинчех улăштарса хурать. Тĕслĕхрен кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче Хусан-Малмыж трассăра 1975 çулхи хĕрарăм ВАЗ машинипе пынă чух...
Кашни çул республикăри нумай çын хăйĕн айăпĕпех çул çинче инкеке лекет, аманать, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ - руль умĕнче телефонпа калаçса пыни.
Аллăри телефон çыннăн тимлĕхне пĕтерет, çавна кура çул çинчи лару-тăрăва пĕр çеккунт хушшинчех улăштарса хурать. Тĕслĕхрен кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче Хусан-Малмыж трассăра 1975 çулхи хĕрарăм ВАЗ машинипе пынă чух телефонне пула хирĕç енри çула тухса кайса «Скаяния» машина çине килсе кĕрет. Шел пулин те, илнĕ сурансенчен хĕрарăм çавăнтах вилсĕ каять.
Унсăран пуçне, халĕ тĕнчере телефонри питĕ паллă приложенийĕ модăна кенĕ. Вăл телефонран е планшетран тÿрĕ трансляци тума май парать. Çакă та питĕ хăрушă япала. Машинара пынă чух, вăл экран çине пăхма илĕртет, çав вăхăтра çулри лару-тăрăва тимленинчен пăрать, ăна çухаттарать. Çапла мартăн 23-мĕшĕнче 10:20 сехетре 1994 çулхи хĕр Хусан-Йошкар-Ола çулĕ çинче интернетра трансляци ертсе пынă. Час-часах телефон çине пăхнипе çул хĕррине тухса кайнă, анчах та каялла кĕнĕ вăхăтра машина хирĕç килекен автобус айне пырса кенĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитичченех хĕр пĕрчи вăйлă сурансенчен вилсе кайнă. Автобусăн водителĕ тата пĕр пассажирĕ аманса пĕтнĕ.
Çакăн пек хăрушă пулăмсем кашни кунах пулаççĕ, çавăнпа ТР ГИБДД управленийĕ çынсене çул çинче тимлĕ тата асăрхануллă пулма чĕнет. Кам та пулин шăнкăравласассăн гаишниксем машинăна вăхăтлăха чарса тăма е калаçура ятарлă телефон гарнитурипе усă курма хушаççĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев