Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Красноярск чăвашӗсем çумăр çутарчӗç

(Геннадий Храмов. Красноярск) Красноярск крайӗнче июнь тăршшӗпех тенӗ пек шăрăх тăчӗ. Ӳсен-тăрансем те, чӗрчунсем те пурте çумăр кӗтрӗç, вăл вара çук та çук. Июль уйăхӗн пӗрремӗш шăматкунӗ (июлӗн 1-мӗшӗ) çитрӗ. Çак кун çуллен край чăвашӗсем Емельяновски районӗнчи Шуваево ялӗнче Акатуй ирттереççӗ. Ирхине ирех çумăра ячӗ. Вăхăт-вăхăтпа витрелетсе тăкрӗ, вăхăт-вăхăтпа чарăнчӗ....

(Геннадий Храмов. Красноярск) Красноярск крайӗнче июнь тăршшӗпех тенӗ пек шăрăх тăчӗ. Ӳсен-тăрансем те, чӗрчунсем те пурте çумăр кӗтрӗç, вăл вара çук та çук. Июль уйăхӗн пӗрремӗш шăматкунӗ (июлӗн 1-мӗшӗ) çитрӗ. Çак кун çуллен край чăвашӗсем Емельяновски районӗнчи Шуваево ялӗнче Акатуй ирттереççӗ. Ирхине ирех çумăра ячӗ. Вăхăт-вăхăтпа витрелетсе тăкрӗ, вăхăт-вăхăтпа чарăнчӗ. Анчах чăвашсене çумăрпа хăратаймăн.

Чăвашсем пӗрле пуçтарăнма шутларӗç-тӗк, вӗсене нимӗн те чараймасть. Ирпе ирех Шуваево ялне чăваш ансамблӗсем, ал ӗç ăстисем, апат-çимӗç пӗçерекенсем килсе çитрӗç. Çапла самантрах тӳрем илемлӗ ал ӗçсемпе, тутлă чăваш апачӗпе тулчӗ. Вырăнти усламçăсем пӗçерекен шашлык шăрши те кӗçех таврана сарăлчӗ. Çапах та 11 сехет тӗлӗнче çумăр чарăнма та шутламанни паллă пулчех. Çавăнпа концерт программине Культура çуртне куçарма тиврӗ.

Чăвашсем Ачинск, Енисейск, Дивногорск, Зеленогорск, Железногорск, Канск, Красноярск, Назарово, Сосновоборск хулисенчен, Абанск, Ачинск, Балахтин, Березовски, Емельяновски, Ирбейски, Казачинск, Козульск тата ытти районсенчен килчӗç. Сумлă хăнасем çитсен чăваш «çурчӗсене», суту-илӳ речӗсене пăхса çаврăнчӗç, ятарлă комисси чăваш апатне тутанса хаклас ӗçе пуçăнчӗ. Яланхи пекех кăçал та «Чи лайăх сăра вӗретекен» номинаци чи сумли пулчӗ. Красноярск хулинчи Валентина Ермаковăна вара «Чи лайăх апат пӗçерекен» тесе йышăнчӗç.

Ăмăр çанталăк пулсан та Красноярск чăвашӗсем тӗп йăлана пуçлама урамах тухрӗç. Вӗсем хӗрлӗ, сарă шарсене тӳпенелле вӗçтерсен вăйă картине тăрса юрă пуçларӗç. Унтан каллех Культура çуртне кӗчӗç. Кунта Раççей тата Чăваш Ен гимнӗсем янăранă, крайри ЧНКА благочиннăйӗ Иоанн Боев протоиерей пилленӗ хыççăн крайри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов Акатуя уçрӗ. Красноярск кӗпӗрнаттăрӗн Виктор Толоконскн саламне обществăлла çыхăну управлени уйрăмӗн ертӳçи Марина Рамазанова, хула пуçлăхӗн саламне хула администрацийӗн департаменчӗн ертӳçи Елена Коновалова пӗлтерчӗ. Емельяновски район ертӳçи Эдуард Рейнгардт, Шуваев ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Юрий Вальков, Казачинск район пуçлăхӗн çумӗ Людмила Федоренко, Красноярск крайӗн халăхӗсен Туслăх Çурчӗн директорӗн çумӗ Анна Репина саламларӗç.

Праçникре чăвашсем вырăс, белорус, украин, нимӗç, армян, узбек, хакас, казах халăхӗсемпе пӗрле савăнчӗç. Акатуй концертне Красноярскри «Çеçпӗл» вокал ансамблӗ (ертӳçи Вера Власова) пуçларӗ. Уява Красноярск хулинчи тата Балахтинск, Казачинск районӗсенчи чăвашсен тăватă халăх ансамблӗ килнӗччӗ. Пӗтӗмпе концертра 11 ансамбль (вӗсенчен 9-шӗ чăвашсен) юрă-ташăпа савăнтарчӗ. Уйрăмах ачасем хастар хутшăнчӗç хальхинче. Тин кăна Красноярск хулипе Ачинск районӗнче йӗркеленнӗ чăваш ачисен ансамблӗсем те Акатуйра пуçласа хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. 4 сехет ытла тăсăлчӗ уяв концерчӗ.

Сумлă хăнасем кайсан Акатуй Культура çурчӗ умӗнчи тӳремре малалла тăсăлчӗ. Çак вăхăтра çумăр чарăннăччӗ ӗнтӗ. Унтан та кунтан купăс сасси янрама пуçларӗ. Акатуй авалхи йăлапа картана тăрса юрланипе вӗçленчӗ. Çав кун 700 ытла çын чăваш культурипе паллашме пултарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев