Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Лăпкăн çывăр, йăхташ-генерал!

Март уйăхӗн 6-мӗшӗнче Сирири Хмеймим аэродром территорийӗнче ӳкнӗ Ан - 26 çарпа транспорт самолечӗ çинче пирӗн йăхташ Владимир Вениаминович Еремеев генерал-майор та пулнине пӗлтӗмӗр. Аса илтеретпӗр, авиакатастрофăра 33 офицерпа самолетăн 6 çынран тăракан экипажӗнчен никам та сывă юлайман. В.Еремеев Самар облаçӗнчи Похвисневски районӗнчи Анатьял чăвашӗ-мӗн. 1964 çулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче çуралнă....

Март уйăхӗн 6-мӗшӗнче Сирири Хмеймим аэродром территорийӗнче ӳкнӗ Ан - 26 çарпа транспорт самолечӗ çинче пирӗн йăхташ Владимир Вениаминович Еремеев генерал-майор та пулнине пӗлтӗмӗр. Аса илтеретпӗр, авиакатастрофăра 33 офицерпа самолетăн 6 çынран тăракан экипажӗнчен никам та сывă юлайман.

В.Еремеев Самар облаçӗнчи Похвисневски районӗнчи Анатьял чăвашӗ-мӗн. 1964 çулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче çуралнă. Свердловскри Суворов училищинчен вӗренсе тухсан Челябинскри танк училищине, унтан икӗ çар академине пӗтернӗ. РФ Президенчӗн В.Путинăн Указӗпе Еремеева 2016 çулхи декабрь уйăхӗнче генерал-майор званине панă.

Юлташӗсем аса илнӗ тăрăх, Владимир Вениаминович хăюллă офицер, шанчăклă юлташ пулнă, ентешӗсене нихăçан та манман. Тăван ялӗнче вăл юлашки хут декабрь уйăхӗнче пулнă. Кайнă хыççăнах амăшӗ вилсе кайнă. Анчах та Сирири вăрçа пула амăшне юлашки çула ăсатайман вăл. Шăпах март уйăхӗн 6-7-мӗшӗсенче амăшӗн вилтăпри çине килме хатӗрленнӗ... 53-ри Владимир Вениаминовичăн виçӗ ачи тăлăха юлнă.

Чăваш генералне ыран, мартăн 10-мӗшӗнче, Мытищири çарпа мемориал комплексӗнче 11 сехетре пытараççӗ. Владимир Вениаминовичăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă май çемйипе, тăванӗсемпе, ентешӗсемпе эпир те тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев