Пăлхарти Оля чиперуксен конкурсӗнче
Çак кунсенче Хусанта 5-12 çулти хӗрачасен хушшинче «Тутарстанăн мини-мисӗ» республика конкурсӗ валли пирвайхи состава суйлав тапхăрӗ иртрӗ. Сăмах май, ачасен пултарулăхпа илем конкурсӗ кăçал шучӗпе 17-мӗш пулать. Хальхинче унта чăваш хӗрӗ, Пăлхар хулинчи Оля Якличева та хутшăнчӗ. Сцена çине хӗрпӗрчи чăваш наци тумӗпе тухрӗ çеç мар, чăвашлах юрласа пачӗ. Кун...
Çак кунсенче Хусанта 5-12 çулти хӗрачасен хушшинче «Тутарстанăн мини-мисӗ» республика конкурсӗ валли пирвайхи состава суйлав тапхăрӗ иртрӗ. Сăмах май, ачасен пултарулăхпа илем конкурсӗ кăçал шучӗпе 17-мӗш пулать. Хальхинче унта чăваш хӗрӗ, Пăлхар хулинчи Оля Якличева та хутшăнчӗ. Сцена çине хӗрпӗрчи чăваш наци тумӗпе тухрӗ çеç мар, чăвашлах юрласа пачӗ. Кун пекки ку конкурсра хальччен пулманччӗ-ха.
Çапла жюри çав кун тӗп составăн суйлав тапхăрне 42 хӗрачана суйласа илчӗ. Савăнса пӗлтеретпӗр, йыша пирӗн Оля та лекрӗ. Чăн та, Пăлхар хӗрпӗрчин пирвайхи çитӗнӗвӗ кăна-ха ку. Финала тухас тесен унăн май уйăхӗн 10-мӗшӗнче иртекен тепӗр суйлав тапхăрне иртмелле. Унта та ăнсан вара Оля Якличева май уйăхӗн 16-мӗшӗнче республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килекен 30 конкурсант хушшинче «Тутарстан мини-мисӗ - 2018» тӗп титулшăн тупăшӗ. Чăваш хӗрпӗрчине ăнăçу сунатпăр! (В. Якличева сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев