Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пӗчӗккисем валли Çӗнӗ çул сăввисем

Хӗл Мучи Эп вăрантăм ирхине, Ман çумра выртать парне. Капăр елка юнашар, Ун çинче илемлӗ шар. Çывăрма пӗлмест иккен, Шур сухаллă Хӗл Мучи. Шеп парне, епле ӗлккен, Маншăн ку хакли чи-чи. Кӗçтук Шутсăр кулянать Кӗçтук, Ун пӗр тус та халӗ çук. Эс, Кӗçтук, ан кулянсам, Тусу Автан пулӗ сан. Сар...

Хӗл Мучи
Эп вăрантăм ирхине,
Ман çумра выртать парне.
Капăр елка юнашар,
Ун çинче илемлӗ шар.

Çывăрма пӗлмест иккен,
Шур сухаллă Хӗл Мучи.
Шеп парне, епле ӗлккен,
Маншăн ку хакли чи-чи.

Кӗçтук
Шутсăр кулянать Кӗçтук,
Ун пӗр тус та халӗ çук.
Эс, Кӗçтук, ан кулянсам,
Тусу Автан пулӗ сан.

Сар улма
Питӗ килӗшрӗ мана
Елка çинчи сар улма.
Çыртса илӗттӗм пӗрре -
Шăл витмест-вӗт, чӗмере.

Пăрахут
Елка çинчи пăрахут,
Ларса кайăп пӗреххут.
Майӗ çук-ха вӗт ларма -
Ӗмӗте пурнăçлама.

Юр пике
Ăшăтса ярсан çанталăк,
Çурӗ юр лапкаланса.
Ăсталарăм шурă палăк -
Тухрӗ Юр Пике ăнса.

Аллине тыттартăм шăпăр,
Кишӗр пулчӗ ун сăмси.
Шăпăра тытмашкăн - чăмăр,
Кишӗр айӗнче усси.

Елка
Капăр чăрăш пирӗн - каччă,
Йӗпписем сип-симӗс ун.
Савăнар-и Çӗн çул каçӗ?
Ташласа юрлатăр чун.

Чаплă елка
Пурте чыслă, пурте чаплă,
Елка пухăнчӗç туссем.
Янратар зала мăн саслăн
Эпир çамрăк ачасем!
Хуткупăс
Парнеле, атте, хуткупăс,
Кайăп эп унпа елка.
Маншăн пулӗ вăл чăн тупăш -
Пит хитре те тăпăлкка.

Чăрăш
Пахчара ӳсет сан чăрăш,
Çӗнӗ çул ыран чухне
Илемлет ăна эс, тăрăш,
Пулӗ чаплă вăл парне.

Çӗнӗ çул иртсе кайсассăн,
Йывăç пахчарах юлать.
Эрешсемсӗр те пӗр сассăр
Таврана илем парать.

Хӗл уявӗнче
Çитрӗ хӗл, уяв тăвать,
Лапка-лапка юр çăвать.
Тилӗ ав çӗн йӗр хывать,
Шăкăлчи çунат çапать.

Кăсăя чӗриклетет:
Пилеше сăхать, çиет.
«Вăрманта, пӗлетӗр-и?
Чи тутли пилеш вăрри!»

Чаклатать çӳлте чакак:
«Чарăнсам, тăван тăкак!»
Унăн ӗç те çук унта -
Ют çынна, ав, курнă та…

Сикрӗ иртрӗ мулкачи -
Сирпӗтет шав юр пӗрчи.
Хыççăн тикӗс йӗр юлать -
Çавăнтах пач çухалать.

Çухалмашкăн пур сăлтав,
Айккине сикет вăл шав.
Пысăк ункăсем тăвать,
Тӗм айне кайса выртать.

Тӳперен хӗвел хӗртет,
Кăлăхах çав çил вӗрет.
Шел, халь çук ун пач ăшши -
Мӗншӗн-ха тарлать пăши?

Ӳкнӗ кашкăр ун йӗрне,
Шăлакан вӗт çук тарне.
Анăçа хӗвел шăвать -
Çутă кун уяв тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев