Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Съезд Хусана куçать

( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанри чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисен 4-мӗш съезчӗ шăматкун, ноябрӗн 18-мӗшӗнче, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче иртрӗ. Съезда 75 çыравçăпа таврапӗлӳçе йыхравланăччӗ пулин те, хальхинче çурри кăна килейрӗç. Кунта ӗнтӗ кӗрхи çанталăк, вăрăм çул витӗм пачех-тӗр. Мӗншӗн тесен çыравçăсенчен нумайăшӗ аслă çултисем. Çул вăрăммине курах-тăр Теччӗ тата...

( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Тутарстанри чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисен 4-мӗш съезчӗ шăматкун, ноябрӗн 18-мӗшӗнче, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче иртрӗ. Съезда 75 çыравçăпа таврапӗлӳçе йыхравланăччӗ пулин те, хальхинче çурри кăна килейрӗç. Кунта ӗнтӗ кӗрхи çанталăк, вăрăм çул витӗм пачех-тӗр. Мӗншӗн тесен çыравçăсенчен нумайăшӗ аслă çултисем. Çул вăрăммине курах-тăр Теччӗ тата Çӗпрел çыравçисем килеймерӗç. Шел те, хальхи съезд Тутарстан халăхӗсен ассамблеин, ТР ЧНКА ертӳçисен тимлӗхӗсӗр те юлчӗ. Çавна кура 4-мӗш съезд хăйӗн масштабӗпе ытларах ӗçлӗ ларăва аса илтерчӗ тесен йăнăш мар. Пухăннисем мӗнпур сăлтавсене шута илсе малашне съезда икӗ çулта пӗрре ирттерме тата унăн вырăнне Хусана куçарма резолюци йышăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев