Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Сӗм авалтанах пулнă япала: халăх мӗнле – çыравçисем çапла

Мартăн 21-мӗшӗ Пӗтӗмтӗнчери поэзи кунӗ пулнă май Чăваш Республикин профессионал çыравçисен союзӗ пуху ирттернӗ. Унта çӗкленӗ ыйтусен шутӗнче - «чăваш халăх поэчӗ» е «чăваш халăх çыравçи» ята парассине те сӳтсе явнă: кама памалла, мӗнле ӗçсемшӗн тата ытти те. Ку тӗлӗшпе пирӗн редакцие чăваш халăх поэчӗсене халалланă уçă çыру килчӗ. Ăна...

Мартăн 21-мӗшӗ Пӗтӗмтӗнчери поэзи кунӗ пулнă май Чăваш Республикин профессионал çыравçисен союзӗ пуху ирттернӗ. Унта çӗкленӗ ыйтусен шутӗнче - «чăваш халăх поэчӗ» е «чăваш халăх çыравçи» ята парассине те сӳтсе явнă: кама памалла, мӗнле ӗçсемшӗн тата ытти те. Ку тӗлӗшпе пирӗн редакцие чăваш халăх поэчӗсене халалланă уçă çыру килчӗ. Ăна сăвăласа çырнă. Çак çырăва пирӗн интернетри вулакансене те сӗнсе пăхас терӗмӗр. Кун пирки шухăшăрсем пулсан, е çырнипе килӗшмесен - комментарисем валли лаптăк уçă.

Чăваш тӗнчин хастар ывăлӗсем!

Мӗнле халсем, арманăр авăрать-и?

Чул хушшинчен тухаççӗ-и вӗçсе:

Çунатлă шухăш, чун та ăс апачӗ?

Россияра поэт-поэт çех мар.

Чăваш Енче те сăвăç-çур патша.

Вилни-аван, сывви-кирлех те мар,…

Ылмаш çулпа çӳретӗр аташса.

Ман ӳсӗмре мӗнле-тӗр символ пулчӗç

Россия - Пушкин, Тутарстан -Тукай,

Сăвăçсемпе Чăваш Парнасӗ тулчӗ,

Чăваш ятне çӳретекен нумай.

Тур пӳрнӗ чӗм, чăваш сăмахӗ тетпӗр -

Вӗсем пирӗн юнра, ăнра,чунра.

Халăх поэчӗ ятлă пӗр-пӗр Петӗр

Халăхӗпе мӗнле çыхăнура?

Уяв чухне е çулăхсан инкеклӗх

Илтӗнкелет-и ячӗ халăхра,

Сăввисенче çех мар, пурнăçӗнче те.

Хăтланăвӗ пӗр пек-и халăхпа?

Сăввисене савать-и арендатор,

Сисет-и хăй тӗнче улшăннине?

Хисеп те чыс пуçламӗш çакăнта-тăр,

Тăван сăвва кайса хутшăннине?

Хайлавӗнчи хаваслăх, хурлăх витӗр

Чăваш ăнне пулать-и чухлама?..

Сăмахăмсем кăра, пăтранчăк, вирлӗ,

Хам шухăша уçам-ха çула май.

Чăн пулнă халăх - юлӗ асăнмалăх:

Çар пуçӗсем, пуянӗсем, патши…

Иртет те ӗмӗр, ӗнерхи пахалăх -

Историре çырма та ытлашши.

Урăххисем мала тухаççӗ: шухăль,

Тӳрккес сăмахçă, сăвăçă-ухмах.

Вăхăтӗнче вăсем каланă шухăш,

Çав тапхăрта хака хуман сăмах.

Çӳлти хăват антарнă вут-ăсталăх,

Чăваш тӗнчин ӗçне те калăплать.

Саманана, йăх пуçӗсемсӗр халăх,

Сăвăçăсен ăнлавӗпе хаклать.

Хăйматлăх сăвăçсем ниме те тăмӗç,

Суя сасса сивлет пăлхавлă чун.

Тӳре-шара хӳри е флюгер-сăвăç

Чăваш тӗнчин тӗревӗ пулас çук.

Чăваш Енре хайлавçăсем нумай,

Кӗтӳленсе виç ушкăна пайланнă.

Халăхпалан пӗр çыхăра пулма

Аслаттейсен пилне пачах та маннă.

Вăсем пӗрле пуласшăн кӗрешсе,

Пире еткер хăварнă асăнмалăх.

Çыравçисем пӗр чăмăр пӗрлешсен,

Тӗслӗх илме пултарӗ туснă халăх.

Сăвăç - кӗвелӗк, халăх - сӗт анчах…

Çураçулăх кӗтет, сире шанса.

Ытла та урмăш пирӗн халăх тӗсӗ,

Анчах пӗрпеклӗхсем те пулмалла.

Чăваш чунне ума кӳрес тесессӗн,

Сăвăçисем çине çех пăхмалла.

Сӗм авалтанах юлнă япала -

Халăх мӗнле - сăвăçисем çапла.

"Халлап çапан!" - тесе хăмсарасран,

Хăшне-пӗрне аса илем ятран.

ХХХ

Сăвăсемпе хавхалану кӗтесӗ

Валем çăлкуçӗ пулнă ун валли.

Тăшман çилли Пӳлер çине ӳксессӗн,

Хула сыхланă сăвăç Кул Али.

Хăй халăхне чунтан юртнăран,

Хисеп те чыс уйрăлаймасть унтан.

ХХХ

Пăлхар çӗрне пуссан монгол тутарӗ,

Ӗне çисен чăваш кӗнекине,

Улт-çичӗ ӗмӗр сăвăра усрарӗ

Телейсӗр халăх хайӗн ӗмӗтне.

Чăваш çынни кӗлле-сăвва иленчӗ,

Хайлавçисем: Сарри е Хӗвече.

Хăшне-пӗрне паян кунччен илтетӗр,

çавсен сăмахӗ халăх асӗнче.

ХХХ

Сăввисене,хăйне пай хăвармасăр,

Чăвашсене вăл панă валеçсе.

Пăртта Кӗçтенӗн ячӗ асăнмасăр

Пӗр кун иртмест-тӗр чӗрӗ чăвашсен.

Нарспи-Сетнер паян та сывă тейӗн.

Ман халăх асӗ - сăвăçсен телейӗ.

ХХХ

Пăлхавăр хумӗ парнелерӗ çеçпӗл,

Пӗртанлăхшăн çӗкленнӗ халăха.

Поэт-чăвашăн пӗчӗк пайӗ çехчӗ,

Çеçке сармасăр сӳнчӗ… кăлăхах.

Кайри ăспа хак илнӗ сăвăç ячӗ,

Çулсем иртсен ман халăха вăй пачӗ.

ХХХ

Саманасем пăтраннă кутсăр-пуçсăр,

Вутра ситрелнӗ пурнăç шерепи.

Пырса çитес тӗлне курмасăр уççăн,

Пире ертсе çӳренӗ Шелепи.

Ăçта çырма, ăçта - хура вăрман,

Чăваш поэчӗ хамăр пек …курман.

ХХХ

Хӗрле-шурра тӳссе ирттернӗ сăвăç

Вăрçа пула ытла пӗлӳ илмен.

Айăплуран пуласшăн пулнă сыхă,

Çар сăвăçи пулса та тилӗрмен.

Чăвашлăха çӗкленӗ вăтăр çул.

«Чӗлхемӗре ан хурлăр!" - тенӗ пуль.

Ылмашнă май çумри лару-тăру,

Çырнисене улăштарса тӗсетнӗ.

Сăввисене куççуллипе йӗпетнӗ

"Халăх поэчӗ" ят пилленӗ кун.

Кирек хăш тапхăрта та майлашуçă!

Çыпçăнчăка - ыр ят патне çул уçă.

Элкер шăпи - чăваш çыннин шăпи -

Хальхисенчен пӗр утăма хăпин?

ХХХ

Чăваш чӗлхи… ялтан тухсассăн… тетчӗç

Укăлчаран иртсен инçе ан кай…

Тăван чӗлхен чапне юта çитерчӗ,

Уксахласа пулса та Хусанкай.

Репрессисем, вăрçи асра тăратчӗç.

(çулпуç екки ун чух ытла кăраччӗ)

Сар кун çӗршывӗ виçӗ утăмрахчӗ.

Эпир ун чух çав хамăр кутăнрахчӗ,…

Хусанкайсем паян тăрса тухсанччӗ!

Ун пек хушка хумсем çӗклес пулсан,

Тăван чӗлхем, пуласлăх пурччӗ сан.

ХХХ

Вăл тапхăрта, çӗнсе этемлӗхе,

Йӗкехӳре çӳренӗ туяпа.

Илемлӗхпе тăван этеплӗхе,

Поэт анчах пултарнă уяма.

Чунне витернӗ шухăшӗ вӗри,

Карланкинчен кăвайчӗ курăнать.

Шанса калаçнă çынсенчен пӗри,

Çăхав çитернӗ кирлӗ вырăна.

Ӗç вӗçӗ паллă: ссылка е тӗрме,

Вăрман касма Хӗвеллӗ Тухăçа.

Вун çич çула чунне сӗврӗлтерме,

Хӗрлӗçыра* яраççӗ сăвăçа.

çав çулсенче кӗтӳ кӗтӳленсе,

Пин-пин чăваш ăсаннă çӗпӗре.

Митта пекех, çукшăн хӗсӗрленсе,

Вӗчӗрхенсе кӗскетнӗ ӗмӗрне.

Сăвăçсене пӗртен-пӗр тӗрӗс çул -

Хăвна ӳстернӗ халăхран ан юл.

ХХХ

Кӳршӗсенчен кая юлас темерӗ,

Чăваш ăслайлă çын Ухсай Якку.

Çине-çине поэма кӗвӗлерӗ -

Анчах ăна Мускав илтес темерӗ,

Кӗмӗлленсе тухсассăн та сассу.

Сан пеккисем Герой, Лауреатчӗ…

Сăпай Якку аякинче юлатчӗ.

Ман халăх пек - саланнă мунчала.

Хăй кун-çулне вӗçленӗ чух вара:

"Чăваш сăввин пуласлăхӗ çук!" - тетчӗ.

Якку пиччен çиленнӗ сăмахне

Ытла шала ан илӗр чун патне.

Ытакласа сăвăçăмăр ӳтне

Кӗсле пек ту усрать халь ун ятне.

Тӗрӗслеме каланă шухăшне

Сăвăçсене кӗтет вăл хăй патне.

ХХХ

Ыйтса çӳрерӗм, кам ăна пӗлет?

Вун пин, çӗр пин чăваш текен çынран.

Георгий-ят, Ефимов-хушамачӗ…

Пуçӗсене пăратчӗçӗ манран.

Хыçра юлайрӗç : Анари, Тури,

Чăвашлă Ен. Кӗмен кӗтес юлмарӗ.

Ыйтнисенчен, мӗльюн çынран пӗри:

"Артист пуль" - терӗ. Кăмăлăм тулмарӗ.

Ефимова пачах хурлас килмест,

Сăвăçине çех халăхăм пӗлмест.

Ăçтан килсе тухаççӗ-ши вӗсем,

Çынсем пӗлмен халăх сăвăçисем?

ХХХ

Те çирӗм çул, унтан та ытларах-и,

Чăваш Енчи сăмах ăстисене

Хисеплӗ ят пачах та парăнмарӗ.

Кулатчӗç çех: "Ку халăх çук!" - тесе.

Обком енне пăхса какаласан,

Чăваш Халăх Сăвăçине тухан.

Çавсем курмастчӗç халăх нушине,

Мала хуратчӗç парти хушнине.

Хушшăмăрта ытла палăраймарӗç,

Шереметсем, ыр ятсăр та юлмарӗç.

Поэт ялан поэт, анчах ан ман,

Обком поэчӗ халăх чысӗ мар.

ХХХ

Чăваш енче чан пек кӗрлетчӗ ячӗ.

Шăп хамăр çынччӗ Валентин Урташ.

Тăрсан-тăрсан халăхлансах каятчӗ,

Вăйпуç мехелӗ юнӗнче пуртан.

Поэт сăмахӗ çухалмасть ниçта та,

Çунмасть, çӗрмест, чӗлхи кӗвеленмест.

Кӗрешӳре, ӗçре те, пурнăçра та

Паян пире урдашлăх çитеймест.

Калттак! Халăх поэчӗ пулаймарӗ,

Чăваш обкомӗ кирлӗ хут памарӗ.

Хăйне сума сăватчӗç халăхра,

Ят илнисем кӗртмесчӗç алăкран.

Ытла ир кайрӗ сăвăç… Аллăрах.

Ятлисенчен ун ячӗ паллăрах!

ХХХ

Çулпуç вилсен, сăпран ăрши саланчӗ.

Чăвашăн та кăшт сирӗлчӗ ыйхи.

Асăрханса, чӗлхе уçсан аранçă,

Мускав енне пăхса, яш çын Айхи,

Ӗçтешӗсем пӗри те ырламарӗç,

"Тăшман - эс!" - терӗç, тапрӗç кутӗнчен.

Сăвăçа мар тискеррӗн хăваларӗç,

Чăвашăн вăрлăхне тӗп хулинчен.

Халь пирӗн чӗлхене çапла хӗсеççӗ.

Чӗмпӗр-Самар-ӗпхӳ-Тутарстанра.

"Çынна валли нӳхреп ан чавăр!" - теççӗ,

Ас илтерес килет чунтан-вартан.

"Анне чӗлхи ахах" - тесе юрлаççӗ.

(Халал-хаклавшăн Тукая тавах)

Çав вăхăтрах чăвашăнне курмаççӗ,

Тăван чӗлхе вăл камшăн та çавах.

Америка çитет Айхи сăмахӗ.

Хирти çӗньял мăчавăр мăнукне

Тăнларӗç Рим, Париж та Копенгаген.

Сăвви ислетрӗ Турккă тăрăхне,

Стокгольм та Осло, Будапешт хак пачӗç,

Чăваш поэчӗн сăвă-тарăхне.

СССРта хăйне пичетлемерӗç.

Вула пӗлмен чăваш тӳре-шари,

Кая юлса, васкавлăн парнелерӗ

Хисеплӗ ят… çынран юлас марри!

Пайтах ӗçне вăл вырăсла хайларӗ.

(Тен çылăхлă-тăр халăх умӗнче)

Анчах юнри чăвашлăх çухалмарӗ

Уйчук кӗлличчӗ сăв никӗсӗнче.

Айхи тивлечӗ юлӗ асăнмалăх,

Пайтах чăваш ăна ăнланаймасть.

Вырăсланса тутарланакан халăх,

Мăчавăр кӗллине тавçăраймасть…

Поэзие вăл çавăрчӗ тӗне.

Чăвашсене çӗн ӗмӗре кӗме.

(çак пурлăха та çийӗ-ши ӗне?)

Айхи ятне паян тӗнче пӗлет,

Пире анчах ахăрсаман кӗтет.

Мӗнле вăйран поэт тухать, пӗлместӗн,

Кӗтмен-туман, йыхрав яман çӗре.

Чӗлхе хуçса çырма та хистеместӗп,

Айхиллерех пулма тивет сире.

ХХХ

Хирсе килет хаяр глобалиаци,

Шăпăрӗпе шăлса йăрансене.

Пире те кӗç чӗлхесӗр хăвараççӗ,

Сăмалапа сăрса çăварсене.

Чăваш тӗнчин сăвăçисем, ыйтатăп,

Ан выртăр-ха, тархасшăн канăçра.

Ят илнисем чӗлхешӗн чи яваплă,

Çынна тухаççӗ çывăх вăхăтра.

Чӗлхе пӗлмен чăваш ачи хисепӗ

Çултан-çула çӗнсе килет пире.

Чăваш сăвăçисем, епле тӳсетӗр,

Çак намăсра тăсмашкăн ӗмӗрре?

Халăхăрпа пӗр пек пулас тесен

Кая юлман. Кастарăр чӗлхӗре!

Касăксенчен пуçкăшăлӗ туса,

Шупашкартан çитерӗр … Чӗмпӗре.

Чăваш чӗлхи вăй илнӗ тӗп çӗре,

Сӗве те Атăл çулăхнă тӗле.

Тен, Çӗнӗ Улăп, çӗнӗ ӗмӗрте

Чăрмасене хăюллăн çӗмӗрсе,

Чăвашлăх шкулӗ уçӗ Чăн Çӗрте,

Чӗлхеленме те пулăшӗ пире?

Чăваш тӗнчин хастар ывăлӗсем!

Халăхăртан тивлет илес тесен,

Халăхăрпа пӗр пек пулас тесен -

Тӗслӗх парса кастарăр чӗлхӗре.

Унтан вара черет ӳкет… пире.

Сӗм авалтанах пулнă япала -

Халăх мӗнле, сăвăçисем çапла.

Салампа, Маланмер эль-Пӳркел

Ăнлантарса пани: Хӗрлӗçыр* - Красноярск

Сăпран - оттепель

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев