Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тăхăрьял хӗрӗ – чи çепӗç сасăллă юрăç

Шупашкарта мартăн 24-25-мӗшӗсенче иртнӗ чăваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасă» конкурсне кăçал Тутарстанри Пăва районӗнчи Чăваш Киштекӗнче çуралса ӳснӗ Светлана Бахтинова та хутшăннă. Вăл Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче çуралнă, хальхи вăхăтра Саратов облаçӗнчи Балаковăра пурăнакан хăй тӗллӗн вӗреннӗ юрăç тата композиторăн Егор Кузьминăн «Çуталӗç-ха пӗлӗтсем» юррине юрланă. Жюри тивӗçлипе хакланă çамрăк...

Шупашкарта мартăн 24-25-мӗшӗсенче иртнӗ чăваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасă» конкурсне кăçал Тутарстанри Пăва районӗнчи Чăваш Киштекӗнче çуралса ӳснӗ Светлана Бахтинова та хутшăннă. Вăл Пăва районӗнчи Шемек ялӗнче çуралнă, хальхи вăхăтра Саратов облаçӗнчи Балаковăра пурăнакан хăй тӗллӗн вӗреннӗ юрăç тата композиторăн Егор Кузьминăн «Çуталӗç-ха пӗлӗтсем» юррине юрланă. Жюри тивӗçлипе хакланă çамрăк юрăç ӗçне. Светлана «Чи çепӗç саслă юрăç» номинацире çӗнтернӗ. Ăна фестивале йӗркелекенсем Байкал кӳлли çывăхӗнчи «Акатуя» хутшăнма путевка парнеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев