Тӗван чӗлхе кунне кашни чăваш ялӗнче ирттерме тăрăшаççӗ
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак куна 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе палăртма пуçланă. Çак уява çулсерен Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнчи тӗп шкулта та анлăн ирттереççӗ. - Тăван чӗлхене упраса хăварасчӗ, - çак сăмахсемпе пуçларӗ уçă урока чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ И.Д.Николаева....
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак куна 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе палăртма пуçланă. Çак уява çулсерен Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнчи тӗп шкулта та анлăн ирттереççӗ.
- Тăван чӗлхене упраса хăварасчӗ, - çак сăмахсемпе пуçларӗ уçă урока чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ И.Д.Николаева. - Çын пурнăш тăршшӗпе нумай-нумай чӗлхене алла илме тăрăшать, çапах та тăван чӗлхе вăйӗпе ачаран йӗркеленнӗ ăс-тăнпа тавракурăм нихăçан та çухалмасть. Чӗлхе - халăх культурипе хăйне евӗрлӗхне упраса пыракан хатӗр.
Вӗренекенсем урокра чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яракан И.Я.Яковлевăн ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллаштарчӗç. Вӗренекенсем тăван чӗлхе çинчен сăвăсем, юрăсем шăрантарчӗç, тӗрлӗ ыйтусем çине хуравларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев