Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Юбилей 13-мӗшӗнченех тытăнать

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче апрелӗн 13-мӗшӗнчех уявлама пуçлаççӗ. Шупашкар делегацине ялти Культурăпа çутӗç комплексӗнче 11:00 сехетре кӗтсе илӗç. Йăла тăрăх, музейре экскурси, И.Я.Яковлев палăкӗ умӗнче митинг пулӗç. Чăваш Республикинчи хăнасем А.Алкан, И.Максимов-Кошкинскин, Т.Петӗрккин, А.Казакован асăнӳ хăмисене те пуç тайӗç çак кун. Кăнна Кушкинчи мемориал комплексӗнче...

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче апрелӗн 13-мӗшӗнчех уявлама пуçлаççӗ. Шупашкар делегацине ялти Культурăпа çутӗç комплексӗнче 11:00 сехетре кӗтсе илӗç. Йăла тăрăх, музейре экскурси, И.Я.Яковлев палăкӗ умӗнче митинг пулӗç.

Чăваш Республикинчи хăнасем А.Алкан, И.Максимов-Кошкинскин, Т.Петӗрккин, А.Казакован асăнӳ хăмисене те пуç тайӗç çак кун. Кăнна Кушкинчи мемориал комплексӗнче ялтан тухнă хисеплӗ çынсене асăнса шăп тăрӗç. 13:00 сехетре вырăнти клубра ЧР тата Теччӗ районӗн артисчӗсем концерт кăтартӗç. Унтан Теччӗ хулине çул тытӗç.
Районти Культура керменӗнче 15:00 сехетре «И.Я.Яковлев еткерлӗхӗ - цивилизациллӗ тӗнчен пурлăхӗ» ятпа наукăпа практика конференцийӗ иртет.

Концерт 17:00 сехетре пуçланать. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев