Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Юбилей Димитровградран пуçланчӗ

(Елена Мустаева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновск облаçӗнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнипе çыхăннă мероприятисен ярăмӗ нарăсăн 4-мӗшӗнче Димитровградра тытăнчӗ. «Восход» Культура керменӗнче чăваш уявӗ пулни фойене кӗрсенех палăрчӗ: тӗрлӗ куравсем йӗркеленӗ, сӗтелсем çинче чăваш апат-çимӗçӗ йăтăнса ларать, фольклор ушкăнӗсем килекенсене çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ... Чăвашсен уявне Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр, облаçри искусствăпа культура...

(Елена Мустаева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновск облаçӗнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнипе çыхăннă мероприятисен ярăмӗ нарăсăн 4-мӗшӗнче Димитровградра тытăнчӗ.

«Восход» Культура керменӗнче чăваш уявӗ пулни фойене кӗрсенех палăрчӗ: тӗрлӗ куравсем йӗркеленӗ, сӗтелсем çинче чăваш апат-çимӗçӗ йăтăнса ларать, фольклор ушкăнӗсем килекенсене çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ...

Чăвашсен уявне Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр, облаçри искусствăпа культура политикин министрӗ Ольга Мезина килсе çитрӗç. Вӗсем чи малтан куравсемпе паллашрӗç, вырăнти наципе культура автономийӗсен председателӗсемпе тӗлпулу ирттерчӗç, хальхи вăхăтра çивӗч тăракан ыйтусене çӗклерӗç. Çав шутра Димитровградри 10-мӗш шкула тӗпрен юсанă хыççăн И.Я. Яковлев ятне парассине те, хулара Туслăхсен çуртне уçассине те. Сцена çинчен Сергей Морозов пухăннисене облаçри, Раççейри патшалăх влаçӗ ячӗсенчен Чăваш культура кунӗ ячӗпе саламларӗ.

- Раççейӗн тӗп хӗç-пăшалӗ - халăхсен, тӗн конфессийӗсен хушшинчи туслăх. Пирӗн тӗллев - çав туслăха сыхласа, çирӗплетсе вăйлă, çынсене телейлӗ пурăнмалли регион туса хурасси. Чăваш çынни регионти пур тытăмра та вăй хурать, çак аслă халăхран тухнă çынсем пирӗн регион чапне, сумне ӳстереççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзӗн Геройӗ ятне 7 чăваш илнӗ, пӗри Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулнине манмалла мар. И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине палăртнă май çакна каласшăн: вăл Чӗмпӗр çӗрӗ çинче чăн-чăн педагог пулса тăнă, 150 çул каялла Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсене çутта кăларакан центр йӗркеленӗ. Çакă чăваш чӗлхин хăйне евӗрлӗхне, чăваш этнонимне сыхласа хăварма пулăшнă, чăваш çырулăхӗ те пирӗн регионтах çуралнă. Эпир - Яковлевăн лайăх вӗренекенӗсем. Çирӗм çул ытла Чăваш наципе культура автономийӗ унăн ӗçне çӳллӗ шайра илсе пырать. Олег Мустаев пирӗн правительствăпа тачă ӗçлет, вăл чăн-чăн ертӳçӗ, халăх хушшинче авторитечӗ пысăк, унăн нумай çӗнӗ шухăш, - терӗ Сергей Иванович.

Кӗпӗрнаттăр хăйӗн сăмахӗнче «Канаша» пысăк тимлӗх уйăрчӗ, вăл чăваш хаçачӗн кашни номерне тимлӗ пăхнине, журналистсен ӗçне хакланине палăртрӗ.

Чăваш культура кунӗ чăннипех халăхсен туслăхне вăйлатакан уяв пулса тăнине çирӗплетекен тепӗр пулăм - Димитровградри тӗрлӗ халăхсен автономийӗсен председателӗсем чăвашсене саламлама пыни. Сцена çинчен тутар, мордва, украин, армян, азербайджан, таджик чӗлхисемпе саламсем янăрарӗç, вӗсем хăйсен ырă сунăмӗсене кашни чăваш патне çитерме тăрăшрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев