Чăваш тумӗ – Парижра!
(Ирина Трифонова). Зинаида Ивановна Вороновăна чăваш тӗнчинче пӗлмен çын çук. Вăл ăста художник, чăваш наци капăрлăхӗсемпе сувенирсен ăсти, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, республика, регионсен, халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ. Пукане ăстаçи пек те пӗлетпӗр ăна, Зинаида Ивановна вӗсене юратса ăсталани тӳрех палăрать. Унпа хам пурнăçра темиçе те тӗл пулнă, интервью...
(Ирина Трифонова). Зинаида Ивановна Вороновăна чăваш тӗнчинче пӗлмен çын çук. Вăл ăста художник, чăваш наци капăрлăхӗсемпе сувенирсен ăсти, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, республика, регионсен, халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ. Пукане ăстаçи пек те пӗлетпӗр ăна, Зинаида Ивановна вӗсене юратса ăсталани тӳрех палăрать. Унпа хам пурнăçра темиçе те тӗл пулнă, интервью илме шухăш та, анчах ялан май килмен. Пурнăç хăйех майлаштарчӗ. Аксури Уява кайсан пире пӗр хваттере пӗрле çӗр каçма вырнаçтарчӗç. Унта вара Зинаида Ивановнăпа темӗнччен калаçса лартăмăр. Нумай япала çине пӗр пек пăхнăран-ши, сăмаха тӳрех килтертӗмӗр.
- Зинаида Ивановна, мӗншӗн хăвăр пурнăçăра чăваш тумӗпе çыхăнтарма шутларăр? Ачаранах çак ӗмӗт пулнă е каярах?
- Чăваш тӗррине юратни ачаранах. Ак, ман анне, Мария Капитоновна, йăмăкӗ Нина Капитоновна, аслă аппа Альбина Ксенофонтовна ӗçленине курса ӳснӗ. 60-мӗш çулсенче ялсенче çапларах лару-тăруччӗ. Пурте тӗрлеме пултараймаççӗ вӗт-ха. Хăшӗ кутăнрах та, анчах качча кайнă чух тӗррине çакмалла. Эпӗ Елчӗк районӗнче çуралса ӳснӗ те, пирӗн вара хӗрупраçăн туйра пурлăхне кăтартмалла пулнă, мăй çаккисене, кӗписене, минтер пичӗсене, ал шăллисене - пӳртре мӗн кирлӗ çавсене йăлт. Пирӗн аннесем миçе хӗре качча панă-ши? Ялта ыйтнисене пурне те тӗрлесе паратчӗç.
- Аннӗртен тӗрлеме вӗреннӗ апла?
- Анне ман çав тери ăслă хӗрарăмччӗ, хистесе хушман. Тӗрленӗ япалана кăтартса: «Ак, кӳршӗ Зина çакна тунă, Вера ак çапларах тӗрленӗ», - тетчӗ ăстаçăсен ӗçне мухтаса. Мана илӗртме шутланă ӗнтӗ. Ара, эпӗ те ытти ачасем пекех урамра чупас тенӗ. Килте тӗрлесе ларас килмен. Çапах та анне ăс пани ахаль иртмен, пӗр класс хӗр ачисемпе пуçтарăнса тӗрлеме пуçларăмăр. Пăртакран хамăр тӗрленӗ япаласене пуçтарас ӗç пире пуçӗпех çавăрса илчӗ. Лараттăмăр вара ак ман çакăн чухлӗ тум, мăй çакки, алшăлли, минтер пичӗ тесе мухтанса.
- Пӗчӗккӗн пуянлăх ӳссе пынă...
- Çапла. Арчасем ачаранах пулнă. 1970 çулсенче «Паха тӗрӗ» йӗркеленсе кайрӗ. Артельтен пуçласа пысăк фабрика таран ӳсрӗ. Çакăнтан пуçласа чăваш çӗввипе интересленсе кайрăм. Чăваш тӗррине çипсене шутласа тӗрлеççӗ, эпир унччен хӗреслетсе тӗрленӗ, вырăссем пек. Кукамайăн ӗлӗкхи-авалхи тухйи, мăй çыххи упранса юлнă манăн. Çавсене пӗрмай кăлара-кăлара пăхаттăм. 1970 çулта Çӗрпӳри культурăпа çутӗç училищине вӗренме кӗтӗм. Çавăнта тӗрлесси, куравсене хутшăнасси, культура системине кӗрсе каясси пуçланса кайрӗ. Çав çулсенче Елчӗкри культура пайӗнче методист пулса ӗçлеттӗм, каярахпа 1987 çулччен райканашăн халăх депутачӗсен культура уйрăмӗн инспекторӗ пулса тăрăшрăм. Вун çичӗ çул хушшинче эпир ăçта кăна çитмен, районта мӗнле кăна фольклор ушкăнӗсене йӗркелемен... Фольклор коллективӗсене тумлантармалла вӗт. Вара эпир Культура министерствипе лайăх ӗçлесе кайрăмăр, укçа аван уйăратчӗç районсене. 1974-1976 çулсенче куçса çӳрекен Хӗрлӗ ялава икӗ хутчен илме пултартăмăр. Культура питӗ вăйлă аталаннă тапхăрсемччӗ ун чухне.
- Чăваш тумне стилизацилесе çӗлени çине еплерех пăхатăр?
- Чăваш тумӗнче кашни тӗрӗ хăй вырăнӗнче пулсан хирӗç мар, илемлӗ-ха тенипе кăна мар. Тата 50, 60, 70 çулсенчи хӗрарăмсен тухья тăхăнмалла мар. Фольклорти карчăксем тухьяпа çӳрени килӗшӳсӗр. Качча кайнă хӗрарăмăн иккӗмӗш кун тăхăнма хушпу хатӗрлесе хумалла. Анатрипе турисен вăл пӗр пек мар, çавна та шута илмелле. Анатри чăвашсен тумне тăхăнатăн пулсан кӗпи те, пуç çинче те, хушпăвӗпе сурпанӗ те хăй енчисем пулмалла.
- Çынсем пӗлмесӗр çапла тăхăнаççӗ ӗнтӗ. Халăхпа, фольклор ансамблӗсемпе ку темăпа ятарласа калаçатăр-и?
- Ку енӗпе республикăра наукăпа методика центрӗ ӗçлет, вунă çул та пулать пуль клуб ӗçченӗсене вӗрентӳ курсӗсене чӗнсе илме пуçлани. Республика тулашӗнчи коллективсене те хăвармастпăр. Мастер-классем ирттерсе тӗс куравне, капăрлăхсене хатӗрлемелли майсене, ыттине вӗрентетпӗр. Чăваш костюмӗнче тӗспе асăрхануллă пулмалла. Пире хӗрлӗ-сарă, шупка сарă тӗссем, хӗрлӗрех кăвак тата ытти темтепӗр кирлӗ мар. Хамăрăн шурă, хӗрлӗ, сарă тӗссем пулччăр, кăштах кăвак, симӗс хушма тӗссене кӗртме юрать. Пӗр çирӗм çул ӗнтӗ ЧНК çумӗнчи Халăх ăстисен ассоциацийӗн ертӳçи пулнă май, Раççейри пултаруллă ăстасене пӗрлештерсе тăратпăр. Çавсен хушшинче РФ тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Мария Тимакова, Татьяна Жаркова, Евгения Жачева, йывăçпа ӗçлекен ӳнерçӗсене те пуçтаратпăр, вӗт шăрçапа çыхассин ăсти Людмила Балтаева та пирӗнпе. Пурте пӗлекен «Паха тӗрӗ» те ассоциацире тăрать. 20 çул хушшинче Раççейри кашни регионта куравпа пулнă.
- Хăвăрăн уйрăм коллекци пур-и сирӗн?
- Паллах. Юлашки вунă çул хушшинче «Ахах-мерчен аваллăхӗ» коллекци хатӗрлерӗм. Мӗн тума-ха? Чăваш халăхӗн виçӗ этнографилле ушкăнӗн тумтирне кăтартас тӗллевпе. Унта Ульяновск, Пушкăртстан, Оренбург, Тутарстан тăрăхӗсенчи тумсене кăтартатпăр. Çак вырăнсенче пурăнакан чăвашсен тумӗн стилӗ улшăнмасăр упранса юлнă. Мускав тăрăхӗнчисем хутăшса пӗтнипе тумӗ те хутăшнă.
- Сирӗн шутпа чăваш тумӗн тӗрлӗлӗхӗ мӗнпе çыхăннă?
- Паллах ӗнтӗ, пурăннă вырăнпа, çапах тӗрлӗлӗх пӗрлештерет пире. Пирӗн енчи чăвашсем, калăпăр Тюмень, Пенза тăрăхне тухса кайсан та хăйсен тӗп шăнăрне упраса хăвараççӗ, тумӗсене хăйсемпе илсе каяççӗ. Телее, хамăрăн тум культурине кăтартма вӗренсе пыратпăр, çак ӗçе çамрăксене явăçтарни паха. Куравсенче сцена çине вӗсем тумланса тухаççӗ вӗт, ку вӗсенче йӗр хăваратех. Шкулта уроксенче те кăтартатпăр вӗт. Тата вӗсем ман çумра тăрса каласа панине те итлеççӗ. Ташлама та вӗрентетӗп вӗсене. Пысăк куравсем Мускавра, Санкт-Петербургра йӗркелерӗмӗр, ку енӗпе 1993 çултанпах ӗçлетпӗр. Пушкăртстанран туха пӗлместпӗр, Тутарстан пирки каламалли те çук. Пултаруллă ертӳçӗсем малтанласа пулăшма чӗнетчӗç. «Чăваш пики» конкурсра хӗрсене йăлтах эпир тăхăнтартни те пулнă. Халӗ хăвăрăн та костюмсем лайăх. Пӗр-пӗрне пулăшмалла, капла эпир вăйлăрах кăна пулатпăр, тавракурăм та ӳсет.
- Чăваш тумӗ халăх пуянлăхӗ, культури. Халӗ эсир ăна тӗнче шайне кăларас ӗçе пуçланине илтнӗ.
- Тӗрӗсех. Чăваш наци музейӗ кăçал пысăк проект йӗркелесе ячӗ. Чăваш Ен тăрăхӗнчи капăрлăхсене тӗнче шайне кăларасси. Кăçал май уйăхӗнче Парижра пултăмăр, уйăх ӗçлерӗ курав.
- Французсем ăна мӗнле йышăнчӗç?
- Çав тери аван. Вӗсене ытларах авалхи хушпу-тухьясем, çуха, мăй çаккисем интереслентерчӗç. 1744, 1804 çулхи капăрлăхсене илсе кайнăччӗ. Вӗсем ман ик-виç коллекцилӗх те пур.
- Дизайнер специальноçӗпе ятарлă пӗлӳ пур-и сирӗн?
- Ятарласа вӗренмен. Ялан Мария Симакова çумӗнче пулнипе чăваш тӗррине вӗренсе çитрӗм, капăрлăхсене ăсталассине художествăлла музейпе ӗçлесе. Авалхи япаласене реконструкцилетпӗр, çӗннисем те вӗсен чăн копийӗсем. Чăваш тумӗсен эскизӗсене малтан хам курнă пек ӳкеретӗп, вара художниксемпе малалла ӗçлетпӗр. Ассоциацире халăх костюмӗн дизайн-студийӗ ӗçлет, ăна ертсе пыраканӗ Людмила Меркулова. Унăн художникӗ Надежда Ильина «Паха тӗрӗре» 30 çул ытла ӗçленӗ. Татьяна Петрова «Паха тӗрӗн» тӗп художникӗ, Анастасия Андреева чăваш тӗррин художникӗ пулса ӗçленӗ. Ман тӗллев вӗсене ӗçлеттерсе Раççейри регионсене, ытти çӗршывсене илсе тухасси.
- Пысăк пултарулăх кăтартакан çамрăк дизайнерсем пур-и?
- Паллах. Шупашкарта Балтаевсен çемйи пур, эпир унпа пӗрле Культура институтӗнче ӗçлетпӗр, иксӗмӗр те халăх творчествин кафедрин доценчӗсем. Николай Балтаев ачисене те çак енӗпе ӗçлеттерет. Пӗри Швецире пурăнать, нумай пулмасть Чăваш наци музейӗнче хăйӗн музейне уçрӗ. Тӗрлӗ металпа ӗçлет вăл, çӗр çӗмӗрттерет чăваш ачи Швецире. Тепри Санкт-Петербургри академире вӗренет. Николай Михайлович хăй живопись, ӳкерчӗк енчен ăста, йывăç çине ӳкерессипе те. Килӗнче те вăйлă мастерской пур. Вăл авалхи чăвашсен хӗвел, уйăх паллисене метала шăтарса тенкӗсем тăвать. Ман калпак çинчи пысăк тенкӗсене те мельхиортан туса пачӗ. Калпака Пушкăртстана кайсан куртăм, вăл 1750 çулсенчиех. Пирӗн енче ун пеккине курман, питӗ килӗшрӗ. Çавсен чăн копийӗсене турăм вара. Пирӗн хамăрăн нимӗн те шутласа кăлармалла мар, ӗлӗкхи-авалхисене копи тумалла та халăх патне çитермелле.
- Чăваш сцена, фольклор тумӗпе пуян, светски костюм вара çукрах. Ку енӗпе ӗç епле аталанать?
- Ку та кирлӗ. Çамрăксен чунӗсене çемçетмелле. Ӗлӗкхине тавраймăпăр, паллах. Çапах этностилпе ӗçлеме пулать. Тӗррисене пӗлсе çеç лартмалла. Вăйпа тăхăнтартма çук, илӗртме пӗлмелле. Сăмах май, чăваш тумӗ нумай паллă дизайнера килӗшет. Ак Вячеслав Зайцев Шупашкара килсен чăваш хӗрарăмӗн тухйисене, кӗписене пит аван астуса юлма пулать, вӗсене нимпе те пăтраштарма çук тенӗччӗ. Чăн та, юлашки вăхăтра хальхи чăваш тумӗ пит вăйлă аталанма пуçларӗ. Институтăн тӗллевӗ - чăваш тумӗ урлă халăх культурине тӗнче шайне кăларасси. Тӗрӗссипе, халиччен пирӗн студентсем МГУра та пулса курманччӗ, кăçал кайса килтӗмӗр. Пирӗншӗн вăл çитӗнӳ, анчах кунпа лăпланса лармалла мар. Брюссельте пулнине паçăр каласа хăварма маннă. Кӗçех Люксембурга каятпăр. Чăвашăн кăтартмалли пур.
- Пӗр çирӗм çул каялла кăна пачах урăхла картинăччӗ, çӗршывшăн йывăр саманара культурăна сахал тимлӗх уйăрнă ӗнтӗ. Паянхи чăваш мероприятийӗсене илсен, чун савăнать.
- Пирӗн халь савăнмалла кăна. Халь çӗнӗ министрпа ӗçлетпӗр, Константин Яковлева питӗ мухтас килет. Мероприятисен шайӗ ӳсрӗ. Республика кунӗнче акă пин ачаран тăракан хор чăваш гимнне юрларӗ, тӗрлӗ регионтан пуçтарса килнӗ вӗсене.Чăваш-и, вырăс-и е тутар - пӗлтерӗшлех те мар - пурте чăвашла юрларӗç. Халăх хăйăнлавне ӳстерекен пулăм ку, пысăк çитӗнӳ. Халăх промыслине тата еплерех çӗклесе ячӗ, пире ăçта кăна илсе çӳремест. Тӗк ларма памасть, ӗçлеттерет. Пултаруллă ертӳçӗпе ӗçлеме те кăмăллă. Ун çитмен вырăнӗ çук. Культура институтне миçе миллион тупса пачӗ, тӗпрен юсав иртрӗ. Пирӗн халь ӗçлес килсе тăрать. «Пирӗн вăйланмалла, эпир çапла пулатпăр та», - тет вăл канашлусенче. Халь эпир статьясем çырса та, студентсене вӗрентсе те ӗлкӗретпӗр. Пӗлтӗр Мускавра иртнӗ «100 лучших товаров России» конкурсра ман коллекцие пӗрремӗш вырăн парса ылтăн паллăпа наградăларӗç. Ку мана кăна мар, чăваш халăхне мухтани пулчӗ.
- Ватăлма вăхăт çук апла?
- Çук, çӗнӗрен сывлăш çавăрса ярса ӗçлетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев